Тольяттире пурăнакан Владимир Левуков çырнă сăвă

Вăл тĕрĕс çырнă ун чухне Хĕн-хурлă пурăнăç çинчен. Ун юрă-кĕвĕ, хайлавне Манмасть чăваш, хаклать тĕнче.
Аксу таврашĕ чаплă ен.
Вăл чаплă пулнă ĕлĕкрен.
Пуян тулли уй-хирĕпе,
Пуян вăл хăйĕн çыннипе.
Нумай пулмасть Хасан Туфан
Юп курчĕ çĕр çирĕм çултан.
Ак, халь черечĕ Шелепин.
Ăна та чыс-хисепĕ пин!
…Тăри хĕрсе юрланă чух,
Ака-суха вĕçленнĕ чух
Çак ен, илемлĕ çут тĕнче
Çуратнă халăх шăпчăкне.
Итленĕ вăл ача чухнех
Тăван асламăш чĕлхине.
Халап-юмах, чăваш юрри…
Мул пек пухайнă ун чĕри.
Илсе Ашмарин сĕнĕвне
Тĕпченĕ халăх сăмахне.
Калемĕ куçнă пĕр канми
Шăраннă пурнăçра курни.
Çак пурлăх ăс-тăнра тулсан,
Сăмах пуххи чунра пулсан,
Ун уçă витĕмлĕ сасси
Ăçта кăна-ши янраман?
Хĕвел пек çутă шанчăкпа,
Чĕкеç пек «ылтăн çунатпа»
Юрланă сăвăç халăхра –
Тăван енре, Шупашкарта.
Кив Тимушкел, Ӳсел, Сĕнче,
Шух Хăнтăрча та Çарăмсан…
Çак тăрăхри çĕр-шыв çинчен
Ун пек никам хастар çырман.
Сăнланă йывăр пурнăçа –
«Çĕлен», «Раççей»,е «Ваçанкка» -
Унта веçех чăн сăнарсем-
Харампырсем те сĕлĕхсем.
Мĕн чул-ши сăвăç тарăхман,
Раççей шăпишĕн кулянман?
Хĕрхеннĕ выç варлисене,
Питленĕ юнĕçенсене.
Тен, илтĕпĕр хăш-пĕринчен
Ăнланманне вăл çырнинче.
Выçса курман чух, пĕр тесен,
Пĕлеймĕн çăкăр мĕн хакне.
Вăл тĕрĕс çырнă ун чухне
Хĕн-хурлă пурăнăç çинчен.
Ун юрă-кĕвĕ, хайлавне
Манмасть чăваш, хаклать тĕнче.
Мухтав поэзи праçникне!
Çĕр хĕрĕх çул Шелепине.
Пĕрремĕш халăх шăпчăкне
Чыслать Аксу кĕрекере!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
17 августа 2022 - 15:54Хусанта ачасем валли çӗнӗ парк пулать Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов паян Çӗнтерӳ паркӗн территорийӗнче ӗçлӗ канашлу ирттернӗ. Ача-пăча паркӗ тума сӗннӗ лаптăк 13 гектар çӗртен тăрать. Çакă «Кырлай» паркăн лаптăкӗнчен икӗ хут пысăкрах.11800
-
17 августа 2022 - 12:26Томатра 90 процент шыв Хальхи вăхăтра помидорсем ӗлкӗрнӗ. Кăçал вăл пахча-çимӗç аван ӗлкӗрет. Çапах эпир ун çинчен пӗлмен япаласем те нумай-ха.14800
-
17 августа 2022 - 10:57Раççей çар промышленноçӗн çӗнӗлӗхӗсене Мускавра кăтартнă Мускаври «Патриот» курав центрӗнче иртекен Халăхсем хушшинчи «Армия-2022» çарпа техника форумӗнче Тутарстан çӗнӗ «Торнадо» тата «Сарсар» ракета кораблӗсене кăтартнă.14300
-
17 августа 2022 - 10:25Волонтеры АО «Транснефть – Прикамье» помогли в проведении фестиваля деревенской культуры в Удмуртской Республике Волонтеры Удмуртского РНУ АО «Транснефть – Прикамье» оказали помощь в проведении VI Межрегионального фестиваля деревенской культуры «ГуртFEST». Мероприятие состоялось в Архитектурно-этнографическом музее-заповеднике «Лудорвай» Удмуртской Республики. В текущем году фестиваль был посвящен русской традиционной культуре и 135-летию образования починка Ильинский, на территории которого располагается музей.12200
-
5 августа 2022 - 16:01Пахалăхне тӗрӗсленӗ
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
9 августа 2022 - 05:55Александр Денисович ЧЕРНОВА 55 çул тултарнӑ ятпа!Тӗнчери чи хаклӑ та юратнӑ çыннӑмӑра, Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурӑнакан Александр Денисович ЧЕРНОВА августӑн 9-мӗшӗнче 55 çул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!44500
-
5 августа 2022 - 10:53Александр Владимирович ИВАНОВ 60 çул тултарчӗАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович ИВАНОВ ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!60000
-
19 июля 2022 - 08:05Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВАНА юбилей ячӗпе!Пăва районӗнчи Ескуль ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Элмет хулинче пурăнакан Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВА (ИСАКОВА) июлӗн 19-мӗшӗнче 65 çул тултарать.89100
-
15 августа 2022 - 11:52«Ылтăн вӗлле хурчӗ» конкурсра 45 ача хутшăнчӗ Элкел районӗнче пӗрремӗш хут иртнӗ «Пыл Сăпасӗ» фестивальте утарçăсем хушшинчи ăмăртусем, пыл дегустацийӗ, вӗлле усраканӗсен куравӗсем пулса иртрӗç. Ача-пăчасем хушшинче ирттернӗ «Ылтăн вӗлле хурчӗ» конкурс вара хăйӗн хутшăнаканӗсен шучӗпе рекорд турӗ. Унта малтан 25 ача кăна заявка панă пулнă, фестиваль кунӗ хутшăнакансен шучӗ хӗрӗх пиллӗке çитнӗ.33800
-
15 августа 2022 - 11:21Иван Казанкова ТАССР 100 çул çитнине халалланă медальпе чысларӗç Сиктӗрмере иртнӗ Пыл Сăпасӗн хисеплӗ хăнисен хушшинче Элкел районӗн пуçлăхӗ Александр Никошин, «Звениговский» ял-хуçалăх предприятийӗн ертӳçи Иван Казанков, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев, Элкел районӗнчи ЧНКЦ председателӗ Евгений Чугунов, ЧНК-ри «Чăваш ялӗ» комитетăн ертӳçи Эдуард Бахмисов, Элмет районӗнчи ЧНКЦ председателӗ Инна Лисина, тӗпчевçӗ Владимир Алмантай тата ыттисем пулчӗç.29800
-
16 августа 2022 - 12:58Кăтăк пур-ха пилӗкре: юрласа ташлакан тутарстансен çамрăк çулне хӗрӗх пиллӗке çити тăснă Ӗçлекен çамрăксен пултарулăхӗн республикăри уçă «Наше время – Безнен заман» телефестивалӗн çул виçине 45 çула çити çӗкленӗ. Маларах проекта 18-тан пуçласа 35 çула çитекен çынсем çеç хутшăнма пултарнă.25600
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика