Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Томатра 90 процент шыв

Хальхи вăхăтра помидорсем ӗлкӗрнӗ. Кăçал вăл пахча-çимӗç аван ӗлкӗрет. Çапах эпир ун çинчен пӗлмен япаласем те нумай-ха.

«Помидор» сăмах итальян чӗлхинчен «ылтăн улма» пек куçать иккен. Помидорсене XVI ӗмӗр варринче Европăна илсе килсен, вӗсене нумай вăхăт хушши апата юрăхсăр çимӗç тесе шутланă. Пахчаçăсем ăна тинӗс леш енчен илсе килнӗ декоративлă ӳсен-тăран пек çеç, илемшӗн ӳстернӗ. Помидорсемпе усă курсa хатӗрленӗ пӗрремӗш блюдон рецептне 1692 çулта Неапольте пичетлесе кăларнă. Раççее томат XVIII ӗмӗрте çеç лекнӗ.

Помидорсем питӗ усăллă. Тӗнчере пурӗ вунă пин тӗрлӗ сорт помидор пур. Вӗсенче клетчатка нумай, В ушкăнри витаминсем, аскорбин тата фолий кислотисем, калий, натрий, фосфор, магний, кальций, тимӗр, йод тата сывлăхшăн усăллă кирлӗ элемент пур.  Помидорта пур холин çинчен уйрăммăн каламалла. Çак компонент юнра холестирина чакарма пулăшать, гемоглобин йӗркелет тата иммунитета çирӗплетет.

Томатсен тымар системи пӗчӗк мар. Вăл çӗр ăшне пӗр метра анать, сарлакăшпе те 1,5 метра çитме пултарать. Туни те çӳллӗшӗпе икӗ метртан иртме пултарать. Хăш-пӗр томатсен виçи пӗр килограмран иртме пултарать. Сăмахран чи пысăк томата Америкăри пӗрлешӳллӗ штачӗсенче ӳстернӗ, унăн виçи 2,9 килограма çитнӗ.

Ботаниксем помидора çырла тесе шутлаççӗ. АПШ Верховнăй сучӗ вӗсене пахча çимӗç тесе йышăннă. Евросоюзра ăна улма тесе шутлаççӗ.

Пуринчен те ытларах усăллă япаласем типӗтнӗ помидорта упранаççӗ. Анчах та унăн пӗр килограмне туса илме 8-14 килограм чӗрӗ помидор кирлӗ.  

Çулсерен Çӗр çинче 60 миллион ытла тонна томат ӳстереççӗ. Томата пысăка хурса хаклакан хуласем те пур. Тӗслӗхрен Украинăри Каменка-Днепровская хулинче «Слава помидору» палăк пур. Раçеейре çакнашкал палăксем Самар облаçӗнчи Сызраньре тата Красноярск крайӗнчи Минусинскра пур. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев