Томск чӑвашӗсем Иркутск облаҫӗнчи Акатуя хутшӑннӑ
Иркутск облаçĕнчи чăвашсен культура пĕрлĕхĕн пуçлăхе́ Вероника Васильевна Тимофеева питĕ нумай ырă căмаха илтме тивĕç пулчӗ.
Томск облаçĕнчи чăвашсен культура пĕрлĕхĕн "Палан" юрă ушкăнĕ Иркутск облаçĕнчи Зима районĕн Успенка-3 ялĕнче Акатуя хутшăнчĕ. Успенка-3 ялне чăвашсем пуçарса янăранпа 110 çул тулчĕ. Зима районĕн Ĕçтăвком пуçлăхĕ чăваш ĕçченĕceне чысласа паллăртрĕ. Акатуй йĕркинче тĕрлĕ паттăрлăx вăйисем, юрăпа ташă кăтартакан ушкăнсем хăйсен пултаруллăхне кăтартайрĕç. Иркутск облаçĕнчи чăвашсен культура пĕрлĕхĕн пуçлăхе́ Вероника Васильевна Тимофеева питĕ нумай ырă căмаха илтме тивĕç пулчĕ. Чăваш юрă ушкăнĕ "Палан" жюри пĕтĕмлетнĕ хыççăн 2-мĕш вырăна тивĕçлĕ пулчĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев