Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тонировкӑна ытлашши тӗттӗм тунӑшӑн 300 водителе явап тыттарнӑ

ГИБДД сотрудникӗ нарушение асӑрханӑ хыҫҫӑн водителе тонировкӑна нормӑна кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарать

Паян республикӑра тонировкӑллӑ машинасем ҫине "ухута" йӗркеленӗ. Транспорт чӳречисене ытлашши тӗттӗм тонировка ҫыпӑҫтарнӑшӑн 300 ытла водителе штраф ҫырса панӑ. Виҫӗ ҫынна юраман тонировкӑна иккӗмӗш хут ҫыпӑҫтарнӑшӑн штрафланӑ.

ТР ГИБДД аса илтернӗ тӑрӑх, лобовой тата хӗрринчи малти кӗленчесем ҫутта 70 процентран сахал мар ирттермелле. Ун пек пулмасан водителе 500 тенкӗлӗх штраф кӗтет. Иртнӗ ҫул ҫак нарушенишӗн 40 пин ытла водителе штрафланӑ, кӑҫал ӗнтӗ тӗттӗмре ҫӳреме юратакан 2000 водителе штраф ҫырса панӑ.

ГИБДД сотрудникӗ нарушение асӑрханӑ хыҫҫӑн водителе тонировкӑна нормӑна кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарать. Иккӗмӗш хут ҫаклансан, водителе 500 тенкӗрен пуҫласа 1000 тенкӗ таранччен штраф е 15 талӑклӑх арест кӗтет. Пӗлтӗр тепӗр хут тонировка ҫырӑҫтарса ҫакланнӑ 106 водителе штрафланӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев