Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӖП ШУХĂШ – ИСЛАМ ЕТКЕРНЕ УПРАССИ

Атăлçи Пăлхарта ислам тӗнне йышăннăранпа 1100 çул çитнине анлă палăртма йышăннă. Çулталăкӗпех çак пысăк мешехепе çыхăннă мероприятисем иртеççӗ Тутарстанра

Çакăн пек мероприятисенчен пӗри тесе ăнланмалла Пăлхарти Ислам академийӗн ӗçченӗсем журналистсемпе тӗл пулнине. Академи ректорӗн ӗçӗсене туса пыракан Айнур Ахатович Тимерханов ислам тӗнӗн аслă шкулӗ çинчен каласа пачӗ.

 

2021 çулта академи вӗренӳ лицензине илнӗ, çав çулах хăйӗн типографине хута янă. Унта мăсăльман тӗн кӗнекисене, тӗпчев ӗçӗсене  пичетлеççӗ. Вӗренӳ пособийӗсем те çак типографиренех тухаççӗ, нумай пулмасть виççӗшне пичетлесе кăларнă та, планра тата вунă кӗнеке. 

Çавăн пекех академире авалхи алçырусене, кӗнекесене рес­таврацилесе цифрăлас, упраса хăварас тӗллевпе лаборатори ӗçлет. Тутарстанра ку енӗпе пăлхарсем пӗрремӗш тесе каларӗ Тимерханов. 

Академире цифровизаци темине пысăк вырăн уйă­раççӗ. Вӗрентӳ процесӗнче анлăн усă курасшăн унпа. Ислам тӗнӗн еткерне вӗрентесси, тӗпчесси (диссертацисем хатӗрлесе хӳтӗлеççӗ) пӗлтерӗшлӗ, анчах ку светски наукăна хирӗçлесе йышăнманнине пӗлтермест. Светски дисциплинăсене те вӗрентеççӗ Пăлхарти Ислам академийӗнче. Вӗренӳ тăватă сулăмпа пырать: ислам тӗнчекурăмӗ, коран тытса пыни, ислам прави тата хадис тытса пыни. Анчах çак сулăмсемпех çырлахмаççӗ, самана ыйтнине кура сулăмсем тата хутшăнма пултараççӗ тесе пӗлтерчӗç журналистсене.

 Академи умӗнчи тӗп ыйту – ислам еткерне упрасси, аталантарасси. Кăçалтан академи теологсене вӗрентсе кăларма тытăнать. Нарăс уйăхӗнче çакна тума ятарлă аккредитаци те иртнӗ ӗнтӗ. Çулталăк вӗçӗнче 10 çын çак специальноçпе магистратурăран вӗренсе тухать. Паян академире 66 студент, 18 магистрант, 15 докторант. «Пирӗн патран вӗренсе тухакансем ӗçсӗр юлмаççӗ», – шанса калаçать Айнур Ахатович. Мӗншӗн тесен Раççейре ислам тӗнӗн вӗрентӗвне çакăн пек шайра йӗркелемен. Нумай енлӗ пӗлӳ илнӗ тӗн ӗçченӗсене вара мечӗтсенче те, шкулсенче те хапăл тусах кӗтеççӗ.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев