Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӖПЕЛТИ ПОЛИТИКСЕМ ФРАНЦИРЕ ТЕ ПУР ТЕТ

Раççей Украинăна денацификацилес тата демилитаризацилес тӗллевпе ятарлă операци пуçланăранпа кулленхи кунри хыпарсем шутсăр пăлхантараççӗ.

Этеме йывăр вăхăтра пуринчен ытла ăнланни, хуйха-суйха пайлама тус пулни кирлӗ

Раççей Украинăна денацификацилес тата демилитаризацилес тӗллевпе ятарлă операци пуçланăранпа кулленхи кунри хыпарсем шутсăр пăлхантараççӗ. Çӗршывăмăра хирӗç пуçланă информаци вăрçи пач халран ярать. Ют çӗршывсен массăлла хыпар хатӗрӗсем фейк çуратакан фабрикăсене çаврăнчӗç, пуçӗпех тесен те ытлашши мар. Хăçан пӗтӗ çак ултав? Ăçтан тухать çавăн чухлӗ курайманлăх? Чикеленсе кайӗччӗç-и пӗреххут хăйсен курайманлăхӗпе  тесе шутлатăн чунтан кӳреннӗ чух. Çакăн пек чух ăçтан та пулин ырă хыпар илтес килет. Паллах, пӗтӗм тӗнче пире хирӗç тăнă чух ырă чунлисемсӗр те мар. Хăш чух хыпар кăларăмӗсенче ырă репортаж куратăн та сывлама та çăмăлрах пек. Этеме йывăр вăхăтра пуринчен ытла ăнланни, хуйха-суйха пайлама тус пулни кирлӗ. Çӗршыв калăпăшӗпе виçсен ăнланакан юлташла патшалăх пурри.

Çак кунсенче ыр хыпар Францирен çитрӗ. Унта пурăнакан Галина Таймасова-Гуртнер Ватсапа хитре сăнӳкерчӗк ярса пачӗ. Унта вăл, чăваш тумӗ тăхăннăскер, темле мăшăрпа тăрать. Камсемпе ӳкерӗннӗ-ши ку тесе пуç ватнă хушăра сасăлатнă хуравӗ те çитрӗ. Унпа сире те паллаштарас килет. 

Галина Михайловна апрелӗн 29-мӗшӗнче хăй çӳрекен  «Mas du Mineur» ансамбльти пӗр  мăшăр пӗрле 65 çул пурăннине питӗ те шавлăн уявласа ирттерни çинчен çырать. Галина вӗсене ансамбле çӳреме пуçланăранпа, 6 çул хушши, пӗлет. Çак хушăра çывăх туслашса кайнă темелле. 

– Питӗ ырă çынсем вӗсем Максимилянпа Хелена Монтелатичисем,  манпа ăшă калаçаççӗ. Раççейпе хирӗçтăру çивӗчленсен ман пата пычӗç те: «Галя, ан пăшăрхан, сана кӳрентерме памăпăр», – терӗç. Вӗсем пирӗн çӗршыва хисеплекен çынсем. Нумай тăванӗ Югославинчен. Çавăнпа кунта мӗнле политика пурнăçланса пынине аван чухлаççӗ. Нумай пулмасть кунта нацисен фестивалӗ пулчӗ. Çавăнта ансамбле çӳрекенсене çемье уявне чӗнчӗç те вӗсем. Мана та çав шутра. Унта хула мэрӗ те пурччӗ. Мана вăл аван пӗлет, – терӗ Галина Михайловна хăйпе телефонпа çыхăнсан. 

Галина хулари пӗр мероприятире чăваш тумӗпе тухса юрласа-ташлани Монтелатичисен асне тарăн кӗрсе юлнă иккен. Чăваш ташши питӗ килӗшнӗ вӗсене. 

– Галина, хăвăн хитре кӗпӳне  тăхăнса килсе пире ташласа параймăн-ши? – тесе ыйтрӗç вӗсем манран. 

– Максимилян, йывăр мар мана, анчах хăрамастăн-и çавăн пек вăрçă пынă вăхăтра, пӗтӗм Европа Раççее курайман чухне мана чӗнме, тăванусем сиксе ӳкмӗç-и? – терӗм. «Вӗсем ман пекех маттур, йӗркеллӗ çынсем», – тесе хуравларӗ лăпкăн. 

Галина Михайловна сăмахӗсемпе, французсем хăнара савăнсах «Катюшăпа» та, «Калинкăпа» та, «Казачокпа» та ура хуçса ташланă. Французсем кăна та мар, хăнара поляксем, итальянецсем тата ытти халăх çынни те пулнă. Мӗне пӗлтерет-ха ку? Вăрçă, нацисен хушшинчи хирӗçӳсем ахаль çынсене пач та кирлӗ маррине. Политиксене кăна ялан мӗн-тӗр çитмест: укçа, власть, ресурссем. Ахаль çыншăн вара пурнăçӗ лăпкă, ача-пăча сывă пулнинчен ырри ним те çук. 

– Çак мероприятире пӗр вырăс хӗрарăмӗпе те паллашрăм, – калаçрӗ малалла инçетри ентешӗмӗр. – Людмилăн пӗр тăванӗн ывăлӗ Санкт-Петербургра пурăнать, чăваш хӗрне качча илнӗ иккен. Мухтаса пӗтереймест вăл кинне. «Чăвашсем пурте çавăн пек маттур пулӗ. Сирӗнпе паллашнă хыççăн кин тата та çывăхрах пулса кайрӗ», – терӗ вăл мана. Кăмăллă ӗнтӗ çакăн пек каланине илтме. Чăн та, эпир ниçта та çухалса каймастпăр. 

Галина Михайловна каланă тăрăх, французсем те пирӗн пекех хăш-пӗр чух тӗпелти политика çаврăнаççӗ. Ентешӗмӗр унта та пӗр хăрамасăрах хăй шухăшне пӗлтернӗ. Донбасра пулса иртекен лару-тăрăва, вăл сакăр çула яхăн тăсăлнине, çак хушăра унта мирлӗ халăх шар курнине, нумайăн вилнине каласа панă. Ара, Францири хыпар хатӗрӗсем кун çинчен пӗр сăмах та çырмаççӗ, кăтартмаççӗ-çке. Пур çӗрте те ултавлă хыпар сарăлать. Тӳрӗ кăмăллă чăваш хӗрарăмӗн чӗри вара чăтаймасть, хăйне хур кӳме пултарасран та хăраса тăмасть. «Сирӗн çӗршыв умне хăрушлăх килсе тухас пулсан эсир мӗн тунă пулăттăр? – ыйтнă вăл тӳррӗн. «Паллах, хӳтӗленнӗ пулăттăмăр», – пулнă хурав. Галина Михайловна вӗсен тăван çӗршывӗ Раççее хирӗç çапăçма нацистсене хӗç-пăшалпа тивӗçтерни, Раççей экономикине хавшатса ăна чӗркуçлентерме ăнтăлни пирки те хăй шухăшне пытарман. Раççей вăйлă çӗршыв пулнине хăюллăн каланă. 

«Ку чăн çапла, картта çине пăхатпăр та ай-уй сирӗн çӗршыв мӗн пысăкăш! Мӗн чухлӗ халăх пурăнать унта?!» – тесе тӗлӗнеççӗ. Эпӗ хам та Раççейре çуралнă пулин те çӗршывăмăрăн кăнтăрне те, Çӗпӗре те кайса курман. Ялан ӗçленӗ, курса çӳреме вăхăт пулман. Анчах тăван çӗршыв, Раççей, ялан чӗрере, ăна питӗ юрататăп», – тет Галина Михайловна. 

Чăваш халăхӗн историйӗпе, культурипе, пуян тумтирӗпе те паллаштарать Раççей историйӗ енчен тӗттӗм французсене ентешӗмӗр. Асламăшӗнчен вӗреннӗ авалхи юрăсене юрласа тӗлӗнтерет тата. Французсен хăна юррисем çук иккен, сӗтел хушшинче юрламаççӗ вӗсем, концертсенче кăна. Тен çавăнпа,  чунпа чухăн пулнипе, ăмсанса пăхаççӗ пирӗн çине, пуян та нумай культурăллă, нацисен йăла-йӗркиллӗ Раççей çине? 

Тавах Галина Михайловнăна çӗршывăмăрăн чыслă ятне тытса пынишӗн, уншăн кӗрешнӗшӗн. Пӗр çын шухăш-кăмăлне те ырри, тӗрӗсси енне çавăрма пултарни пысăк çӗнтерӳ вăл. 

Галина Михайловнăн украинсен хушшинче те туссем пулнă – паян кунччен. Анчах кун çинчен çитес номерте çырса пӗлтерӗпӗр. 

 

Ирина ГОРДЕЕВА.

Г.Таймасова-Гуртнер 

архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев