Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӳперен темӗн те персе анма пултарать

Тутарстанра ҫӗр ҫине космосран вӗҫсе килнӗ япала тупнӑ

Хусан федераллӑ университечӗн ученӑйӗсем Тутарстанра гипс кӑларнӑ вырӑнта ҫӗр ҫинче пулса кайман вещество тупнӑ. Специалистсен шухӑшӗпе, ҫак вещество 272,95 млн ҫул каялла Ҫӗр атмосферинче метеор "ирӗлнӗ" вӑхӑтра йӗркеленнӗ.

"Тӳперен аннӑ хатӗрӗн никӗсӗнче тимӗр. Ҫӳльтихусан ярусӗнчи сийри микрохушӑмсем ҫӗр тулашӗнчи генезислӑ", – тесе пӗлтернӗ КФУ-н Геологипе нефтегаз хутӑшӗсен институчӗн Регионри геологи тата чавса кӑларакан усӑллӑ япаласен кафедрин доценчӗ Раиль Кадыров.

Пӗлтӗр университет ученӑйӗсем ҫӗр ҫинче пулса кайман веществосене Тургояк, Плещеево, Рубское тата ытти кӳлӗсенче тупнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев