Тӳрӗ эфир умӗн Владимир Путин указ ҫине алӑ пуснӑ
Йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ гражданинӑн ун пек вӑхӑтра укҫана тӑвӑрса пама йывӑр пулнине ӑнлансан финанс организацийӗсем кредитсем парасси ҫине тимлӗрех пӑхӗҫ тесе шутлать Общество палатин пайташӗ
Тӳрӗ эфирта ҫӗршыв гражданӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ вӑхӑтра Раҫҫей Президенчӗ пурнас минимумран пӗчӗкрех тупӑшлӑ граждансен счечӗсенсен вӑл е ку хырҫӑшӑн, ҫав шутра кредит тӳлеме те, укҫа илме чаракан указ кӑларни ҫинчен пӗлтернӗ.
Кун пирки ТР Общество палатин пайташӗ Айрат Гимадутдинов журналистсене хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтернӗ. Ун сӑмахӗсемпе, ҫак меслет банксен ӗҫне кӑштах йӗркене кӗртет. Йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ гражданинӑн ун пек вӑхӑтра укҫана тӑвӑрса пама йывӑр пулнине ӑнлансан финанс организацийӗсем кредитсем парасси ҫине тимлӗрех пӑхӗҫ тесе шутлать Общество палатин пайташӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев