Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӳрӗ эфирта çамрӑк çемьесем валли çурт-йӗр программисем çинчен каласа пачӗç

ТР Регионсен управленийӗн центрӗн тӳрӗ эфирӗнче республикӑра ӗçлекен тӑватӑ программа çинчен çамрӑксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков каласа пачӗ. Ку программăсем çамрӑк çемьесен пурӑнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма кирлӗ, вӗсемпе усӑ курмаллах.

«Пӗрремӗш программа — „Çамрӑк çемье“ федераллӑ программа, вăл пулăшнипе çамрӑксем çурт-йӗр хакӗн 30 процентне (çемьере ача çук пулсан) е 35 процент таран (ача пулсан) тӳлеме субсиди илме пултараççӗ. Субсидие тавӑрса памалла мар. Республикăри хуласемпе районсенче çак программӑпа тăтăшăх усă кураççӗ», — пӗлтернӗ министр.

Иккӗмӗш программа, «Çамрӑк çемье» республика программи, ТР Çамрӑксен ӗçӗсен министерстви ТР Госжилфондпа пӗрле пурнӑçлать. Унта бюджет сферинче ӗçлемен çамрăк çемье те хутшăнма пултарать. Анчах вӗсен çул ӳсемӗ 35 çула çитиччен пулмалла, пурӑнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма кирлине çирӗплетни те пулмалла.

«Виççӗмӗш программа Тутарстанӑн çамрӑк çемьесене пурӑнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатасси çинчен калакан закон шайӗнче пурнӑçланать. Вӑл 1999 çултанпа ӗçлет. Унпа усă курса 5 пин ытла çемье пулӑшу илнӗ те ӗнтӗ. Вӗсене пурӑнмалли çурт-йӗр хакӗн 60 проценчӗ таран рассрочка параççӗ, ăна 15 çул хушшинче процентсăрах каялла тавӑрса памалла», — паллаштарнă малалла Ринат Садыков.

Тӑваттӑмӗш программа — ТР Çамрӑксен министерствин «Лига студентов Татарстана» пӗрле ирттерекен ведомство программи. Ун шайенче çамрӑксен обществӑлла юхӑмӗсен хастарӗсемпе çамрӑксен политикин учрежденийӗсен ӗçченӗсен хушшинче конкурс иртереççӗ. Çапла майпа социаллӑ ипотека программипе 49 хваттер валеçеççӗ.

Программăсем пирки каласа панă хыççăн Ринат Садыков тӳрӗ эфирта куракансен ыйтӑвӗсем çине хуравларӗ. Вӗсем уйрӑм çурт строительствине мӗнле программӑсемпе укçа-тенкӗ хывма май пуррипе, пӗр çурт-йӗр программинчен теприне мӗнле куçмаллипе интересленчӗç. Анчах та ытларах хальхи пулӑшу мерисемпе мӗнле усӑ курмалли тата тулли информацие ӑçта тупмалли пирки пӗлесшӗн пулчӗç куракансем.

«Конкурс çинчен пӗлес килсен регистраципе муниципалитет пӗрлӗхӗн Ӗçтӑвкомне каймалла. Унта халӑха консультаци параççӗ тата çурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма кирлӗ пулнипе учета тӑратма мӗнле документсем пухмаллине каласа пама пултараççӗ», — хурав панă министр.

Кирлӗ информацие ТР Çамрӑксен министерствин сайтӗнчи «Жилье молодым РТ» ятарлӑ уйрӑма кӗрсе те пӗлме пулать.

Раççейре тата Тутарстанра пурăнакан çамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне аталантарма тӗрлӗ майсем туса панине те аса илчӗ Ринат Садыков. Çурт-йӗр программисем — пулӑшу формисенчен пӗри. Çамрăксене пулăшасси Раççей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе пуçарнӑ «Образование» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тӑраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Семья молодежь