Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӲРӖ КĂМĂЛЛĂ ПУЛМА ВӖРЕНТЕТ

Ирина Трифонован кӗнеки кашни шкул ачин килти библиотекинче пулмаллах

«Марина Владиславовна умра выртакан аттестатсем çине пăхса шухăша кайрӗ. Вун çиччӗшӗнчен пӗри кăна «пиллӗк» паллăсемлӗ, тепри пӗр «тăваттăпа». Вăт çавсенчен пӗрне суйласа илес пулать… Иккӗмӗш хут çавăн пек лару-тăрăва лекет. Анчах вăтăр çула яхăн каялла Марина шăпине татса панă, халӗ ăна хăйӗн тума тивет». Ун чухне Маринăна линейкăра лайăх вӗренӳпе палăрнăшăн Крыма, «Орленок» лагере кайма тивӗç пулни пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах та тухса кайма пӗр эрне вăхăт юлсан Марина юлташӗсенчен лагере завуч ывăлӗ каясси çинчен пӗлнӗ. «Халӗ акă пурнăç ăна, шкул директорне, хăйне суйлав умне тăратать: е чи лайăх вӗренекен хӗрачана лагере ярса ун ӗмӗтне пурнăçлать, е Крымри «Артек» лагере ял администрацийӗн пуçлăхӗн ывăлне ярса ӗç вырăнне сыхласа хăварать».

Марина Владиславовна мӗнле суйлав туни пирки Шупашкарта, Чăваш кӗнеке издательствинче тинтерех çеç пичетленсе тухнă «Тăлăх» кӗнекери «Татăлнă ӗмӗт» калава вуласа тухсан пӗлме пулать. Кӗнеке авторӗ – çыравçă, журналист, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, ТР Чăваш наципе культура автономийӗ çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Ирина Федоровна Трифонова.
Авторăн пӗрремӗш сăвви «Шурăмпуç» журналта кун çути курнă.  Малтанхи хайлавӗсемпе ӳкерчӗкӗсем хăй шкулта вӗреннӗ вăхăтрах Гордеева хушаматпа тата Раман Иринкки творчество псевдонимӗпе  Çӗпрел районӗн «Çӗнӗ çул» (халӗ «Тăван ен») хаçатӗнче, Шупашкарта тухса тăнă «Хатӗр пул» журналта пичетленнӗ.
2003 çулта унăн «Асра юлнă кунсем» калавсен пуххи пичетленсе тухнăччӗ. Тепӗр çултан çак кăларăм «Между Волгой и ­Уралом»  литература конкурсӗнче «Чи вуланакан ача-пăча кӗнеки» номинацире çӗнтернине лайăх астăватпăр. Çав çулах калавӗсем Ирина Гордеева ятпа  «Шурă туй кӗпи» кӗнекере те кун çути курчӗç.
Ирина Трифонован çӗнӗ кӗнекине çӳлерех асăннă калавсăр пуçне тата 19 калав, пӗр халап кӗнӗ. Калавсенче çыравçă пурнăçри тӗрлӗ саманта уçса парать. Кулăшли те, чуна хурлантараканни те пур унта. Чи кирли – вӗсем ыррине курма вӗрентеççӗ, йăнăшсене кирек хăш вăхăтра та тӳрлетме май пуррине асăрхаттараççӗ. Философилле шухăшлавлă «Самолет тата этем» халап аэродромра палăк вырăнне лартнă самолетпа унăн пилочӗ, шурă çӳçлӗ ветеран хушшинчи тарăн çыхăнăва, пурăнса ирттернӗ çула, юратăва уçса парать. «Венецире çуралнă юрату» калавра автор икӗ наци çынни – Раç­çей хӗрӗпе Итали каччи çулçӳревре паллашса çемье çавăрни çинчен хыпар­лать. «Суран» калав пирӗн ума 70 çул каялла пулса иртнӗ хăрушă вăрçă çулӗсене кăларса тăратать. «Тăлăх» калавра  амăшӗ вилнӗ хыççăн ют çынсем патне усрава лекнӗ çул çитмен çамрăкăн хурлăхлă шăпине кăтартнă. «Тăман витӗр» калав мистикăлла шухăшлавсем патне илсе пырать.
Пӗр сăмахпа каласан, кӗнекери кашни калав – хăйне евӗр шедевр, пурнăçăн тӗрлӗ енне кăтартакан, ăса, ыррине вӗрентекен ӳкерчӗк. Вӗсен ячӗсене вуласанах мӗн çырнине туххăмрах вуласа тухас килет: «Чараксăр чӗлхе», «Аннене качча пани», «Çимӗк каçӗнчи калаçу», «Айăп», «Кӗпе», «Ан йӗр, шăллăм» тата ытти те.
10-11 çулсенчи ачасем валли ятарлă кӗтес пур кӗнекере. «Лёнькка мыскарисем» ятпа пӗр темăна пӗрлештернӗ çак ултă пӗчӗк калава хăй тӗллӗн пӗчӗк повесть тесен те юрать. Вуннăран кăшт çеç каçнă çак арçын ача пурнăçӗ, унăн шкулти, кулленхи пурнăçри пархатарлă ӗçӗсем, йăнăшӗсем тухса тăраççӗ ума калавсене вуласан. Кашнийӗнче вӗсенче туслăх, ача-пăча ӗмӗчӗсем, пӗрлехи ӗçсем, яваплăх, çынсене пайта кӗтмесӗр пулăшни.
Ăслă та тавçăруллă, таврарисен хăтланăвӗсене хак пама пӗлекен ачасене сăнарланă калавсенче. Питӗ усăллă кӗнеке çырнă Ирина Федоровна. Çак кӗнеке кашни шкул ачин килти библиотекинче пулмаллах тесе шутлатăп. Калавсенче кăтартнă ачасен аталану тапхăрӗ уйрăмах паха-çке – çитӗнсе пыракансен, çул çитменнисен тапхăрӗ пуçланать. Çак вăхăтра шкул ачине шанчăклă ăс-тăн никӗсне çирӗплетме пулăшни уйрăмах кирлӗ. Ку задачăна пурнăçлать те ӗнтӗ автор «Лёнькка мыскарисем» ярăмра. Тӗп геройсен тӗслӗхӗпе ачасем панă сăмахне тытма, таса чунлă, тӳрӗ кăмăллă пулма вӗренӗç.
Çӗнӗ кӗнеке тухнă ятпа саламласа Ирина Трифоновăна пултарулăхӗнче çӗнӗ çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.

Евгений ТУРХАН,
Тутарстан Республикин Писательсен союзӗн пайташӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев