Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӖРӖ – ПИРӖН ПУЯНЛĂХ

Тӗрӗ – чăваш халăхӗн мăнаçлăхӗ. Чăваш тӗрриллӗ тумтир, алшăлли, ытти япала çинчен пӗтӗм тӗнчипех пӗлеççӗ. Ахальтен мар пирӗн ентешӗмӗр, Чăваш халăх поэчӗ Порфирий Афанасьев çакăн пек йӗркесем çырнă: 

Çич тӗслӗ асамат кӗперрине

Анне хыватчӗ шурă пир çине,

Ан тив, пуçтартăр тӗлӗ малашне

Хӗвелӗн çитмӗл çичӗ вăййине.

Нумаях пулмасть Наратлă ялӗн библиотекинче ӗçлекенсем «Чăваш тӗррин вăрттăнлăхӗ» мерпорияти ирттерчӗç. Ачасене «Чăваш çӗрӗн тӗррисем» видео-хăтлав кăтартрăмăр. Ăна пăхса вӗсем чăваш тӗрринче мӗнле паллă тӗп вырăнта пулни, мӗншӗн шурă çиппе усă курманни, тӗрре епле тӗрӗс вулани, тӗрӗпе çыхăннă авалхи йăла-йӗркесем çинчен пӗлчӗç. «Тӗрре пӗл» вăйă вара çакăнта илтнине тата та тарăнрах ăса хывма пулăшрӗ. 

Татьяна ДМИТРИЕВА, 

Наратлă ялӗн библиотекарӗ.

Пӗкӗлме районӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев