Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра Çӗнӗ çул уявӗсенче пушар хăрушлăхӗ ӳснине, пиротехникăпа пӗлсе усă курмаллине асăрхаттарчӗç

Çӗнӗ çулăн канмалли кунӗсенче республикăра пурăнакансен кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх енчен проблемăсем пулмалла мар. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗç. Пушар хуралӗн тӗп инспекторӗ Максим Трущин Çӗнӗ çул уявӗсене тунă чух вут-кăварпа тимлӗ пулмаллине асăрхаттарчӗ.

Çӗнӗ çулăн канмалли кунӗсенче республикăра пурăнакансен кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх енчен проблемăсем пулмалла мар. Кун пирки  ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗç. Унта ТР транспортпа çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗ Фарит Ханифов, строительство, архитектура тата кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх министрӗн çумӗ Алексей Фролов, Раççей МЧСӗн Тутарстан Республикинчи тӗп управленийӗн ертӳçӗ çумӗн ӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан — ТР пушар надзорӗпе тӗп патшалăх инспекторӗ Максим Трущин, Тутарстан Республикин ӗç тăвакан влаçӗпе тата ШӖМӗн Тутарстанри вырăнти хăйтытăмлăх органӗсемпе ӗçлекен обществăлла йӗркене сыхлассипе управлени пуçлăхӗ Евгений Прытков хутшăнчӗç. 

Фарит Ханифов палăртнă тăрăх, 12 пин километра яхăн регионри çулсем тата 1200 километра яхăн федераллă çулсем пурте тимлӗхре. «Тумалли ӗçсене пӗтӗмпех пайласа панă. Паянхи кун çулсене юртан тасатма 1136 штук техника хатӗрленӗ», — терӗ министр. 

Çул-йӗр служби М-12 трасса çине те тухнă, пурӗ 34 техника хатӗрӗ пăхса тăрать ăна. «Кирлӗ техника 57 базăра тӗпленнӗ, хăйăрпа тăвар хутăшне те 100 проценчӗпех хатӗрленӗ. Паяна 20 процентне ӗçе кӗртнӗ», — пӗлтерчӗ Фарит Ханифов.

Тутарстанра талăкӗпех 80 метеостанци ӗçлет. Вӗсем çанталăка пӗлсе тăрса кирлӗ ӗçсене вăхăтлă тума май параççӗ. «Çул-йӗр юхăмӗн информацилле управленине автоматизациленӗ система йӗркелесе тăрать. Унпа ачасене турттарма лицензи илнӗ 2410 автобус çыхăннă. Ятарлă разрешени пур пулсан пирӗн муниципалитетсем ытти регионсенчи пассажирсене турттаракансене те ӗçе явăçтарма пултараççӗ. Пирӗн автобуссем пурте ГЛОНАСС 112 системăпа, ытти регионсен автобусӗсем ЭРА-ГЛОНАСС системăпа çыхăннă», — пӗлтерчӗ министр. 

Юлашкинчен вăл мӗн-тӗр сиксе тухсан диспетчер службине (843) 291-91-91 телефон номерӗпе шăнкăравлама пулнине аса илтерчӗ.
Алексей Фролов Çӗнӗ çул умӗн яланхи пек кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх службисен мӗнпур ресурсӗсене тӗплӗн тӗрӗсленине пӗлтерчӗ: яваплисене палăртнă, телефонӗсене тӗрӗсленӗ. Министр çумӗн сăмахӗпе, республикăра пурăнакансене электроэнергипе тата ăшăпа тивӗçтерме мӗн кирли йăлтах пур.

Пушар хуралӗн тӗп инспекторӗ Максим Трущин Çӗнӗ çул уявӗсене тунă чух вут-кăварпа тимлӗ пулмаллине асăрхаттарчӗ. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра 4821 пушар тухнă, 134 çын çунса вилнӗ, 199-шӗ аманнă. «Çӗнӗ çул уявӗсенче лару-тăру кашни çул çивӗчленет. Пушарсем тухаççӗ, çынсем вилеççӗ. Çӗнӗ çул кунӗсенче çуллен пушар ытти кунсемпе танлаштарсан 20 процента ӳсет, çынсем вилесси — 50 процента», — асăрхаттарчӗ Максим Трущин. 

Пӗлтӗр уяв кунӗсенче декабрӗн 30-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 9-мӗшӗччен 129 пушар тухнă, 6 çын вилнӗ, 12 çын аманнă. Çавсенчен 5-шӗ пиротехникăпа пӗлмесӗр усă курса аманнă. Пушарсенчен 51-шӗ вут-кăварпа тимлӗ пулманнипе, 35-шӗ электрооборудованипе тӗрӗс мар усă курнипе, 31-шӗ кăмака е мăрье юсавлă пулманнипе тухнă. 

Максим Трущин палăртнă тăрăх, декабрӗн 29 — январӗн 9-мӗшӗсенче пушар служби вăйлатнă режима куçса ӗçлет. Ертӳçӗсен йышӗ талăкӗпех дежурствăра пулӗ. Çавăн пекех талăкӗпех ӗçлеме 2200 сотрудник тата 1100 техника хатӗр тăраççӗ. Спикер декабрӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа пушара хирӗçле ятарлă режим пуçланнине те пӗлтерчӗ. Вăл январӗн 8-мӗшӗчченех тăсăлӗ. Çак режима пăснăшăн граждансене 20 пин тенкӗ, юридици сăпачӗсене 800 пин тенкӗ таранах штраф тӳлеттерме пултараççӗ. МЧС сотрудникӗсем суту-илӳ точкисене тӗрӗслеме рейда тухнă та ӗнтӗ, вӗсем пиротехникăна уйрăмах тӗплӗн тӗрӗслӗç. Паяна 89 объекта учета илнӗ. Юлашкинчен Максим Трущин электроборудованипе, пиротехникăпа тӗрӗс усă курмалли правилăсене аса илтерчӗ. 

Евгений Прытков Çӗнӗ çул праçникӗсенче ял-хулари обществăлла йӗркене Росгварди сотрудникӗсем тӗрӗслесе тăрассине пӗлтерчӗ. "Ку çулăн юлашки кунӗсенче тата çитес çулăн пӗрремӗш кунӗсенче власть органӗсемшӗн чи кирли — граждансене хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси. Эпир вăйлатнă режима куçатпăр. Елка хулашӗсене уçнă кунсенче тата Çӗнӗ çул каç полицин 2,5 сотрудникӗ ӗçе тухӗ. Унсăр пуçне росгвардеецсем тата харпăр сыхлав организацийӗн сотрудникӗсем, муниципаллă служащисем те ку ӗçе хутшăнаççӗ. 

Массăлла иртекен уяв мероприятийӗсен вырăнне ятарлă картапа тытса илме йышăннă, тата парксене кӗрсе тухнă çӗре металлодетекторсем вырнаçтараççӗ.

Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество