Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Вӗрентӳпе наука министрӗ республикӑра учительсен дефицитне мӗнле саплаштарасси пирки ӑнлантарнӑ

Ильсур Хадиуллин журналистсемпе Хусанти нумай чӗлхеллӗ "Утӑмсем" вӗрентӳ комплексӗнче тӗлпулнӑ

"Республикӑра наставниксен шкулӗ лайӑх аталаннӑ. Ҫамрӑк вӗрентекенсене пысӑк опытлӑ, пулӑшма хатӗр вӗрентӳ корифейӗсем кӗтсе илеҫҫӗ. 

Ман шутпа ҫӗнӗ пӗлӳсемлӗ ҫамрӑк кадрсем коллектива ҫӑмӑллӑнах кӗреҫҫӗ", – тенӗ ТР Вӗрентӳпе наука министрӗ.

Ҫав вӑхӑтрах Ильсур Хадиуллин республикӑра учительсен дефицичӗ пурри ҫинчен пӗлтернӗ, анчах ун сӑмахӗсемпе, проблемв татса парӑнать. Уйрӑммӑн илсен, Тутарстанра пуҫламӑш классен, математика, физика учителӗсем тата ытти предметниксем ҫитмеҫҫӗ. 

"Лару-тӑруран совмещенипе, нагрузкӑна ӳстерсе тухатпӑр. Тӗслӗхрен, педагог пуҫламӑш классен тата акӑлчан чӗлхин учительне вӗреннӗ. Енчен те сахал комплектлӑ ял шкулӗнче учитель-предметник ҫитмест пулсан, совмещени тума пулать. Ҫакнашкал икӗ специальноҫа хатӗрленни учительсене хуласенчи тата ялсенчи шкулсенче ҫирӗпленме май парать", – тенӗ министр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев