Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тракторист стажӗ 56 ҫул

Николай Петрович паян та руль умӗнче-ха, хурçă учӗ кил умӗнчех ларать

Николай Герасимов 16 çултах колхозра тракторпа ӗçлеме пуçланă. Тракторист стажӗ унăн 56 çул – тата камăн пур-ши кун пекки? Паян та руль умӗнче-ха вăл, Т-150 хурçă учӗ кил умӗнчех ларать. Нумаях пулмасть Николай Петровича «Ӗçри хастарлăхшăн» медаль парса чысланă.

– 1963 çулта Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи шкулта саккăр пӗтернӗ хыççăн Ульяновск облаçӗнчи Скугареевкăри училищӗне тракториста вӗренме кайрăм. Çулталăкран права илтӗм те тăван яла таврăнтăм. Мана колхоз председателӗн шоферӗ киле килсе правление лартса кайрӗ. Çавăнтах мана А.П.Карсаков çӳрекен ДТ-54А трактор çине лартрӗç. Ун чухнехи Бауман ячӗллӗ колхоз председателӗ Равиль Низамутдинов (вăл кайран Социализмла Ӗç Геройӗ пулса тăчӗ) ăна: «Александр Петрович, ак сана çамрăк тракторист, вӗрент, çын ту», – терӗ.

Пӗрремӗш хушу

Çапла вара эпир унпа иксӗмӗр бульдозерпа ӗçлеме пуçларăмăр. Пӗрремӗш задание кайнине лайăх астăватăп. Кӳршӗри Çӗнӗ Сатуркка ялӗн кӗперӗ çинчен тырçие командировкăна килнӗ «УралАЗ» машина, туллиех пăрçа тиесе Пăрăнтăка кайма тухнăскер, анса кайса месерле çавăрăнса ӳкнӗччӗ. Телее, шоферӗ сывах юлнă. Машинăна кăларма манăн çырман чăнкă çыранне бульдозерпа хыртарса çул тумаллаччӗ. Питӗ хăранăччӗ, ун чухне эпӗ 16 çулхи ача кăна-ха. Зайцев Юман тепӗр гусеницăллă тракторпаччӗ. Вăл машинăна урапа çине тăратнă хыççăн вара икӗ тракторпа харăс сӗтӗрсе хăпартрăмăр. Ăна кайран колхозра пӗр эрне юсарӗç, – аса илет Николай Петрович.

Чехословакире чăваш сăри ӗçсе килнӗ

1972 çулта çамрăка ДТ-74 трактор çине лартнă, çав çулах вара тырçи çитсен вăл СК-3 комбайнпа хире тухнă. Малтанхи çулах районта пӗрремӗш вырăн йышăннă Николай, ăна уншăн Чехословакие 12 куна турист путевкипе курма янă. Унта вӗсем Çӗпрел районӗнчен Кӗçӗн Аксу çыннипе Василий Дубановпа пӗрле кайнă.

– Ултă-çичӗ хулана илсе çитерчӗç пире – Прага, Карловы Вары, Брно тата ыттисем. Хăйсен çӗршывне кăтартаççӗ те кăтартаççӗ, ресторансенче хăна тăваççӗ. Пӗррехинче вара пирӗн ума официант ывăспа пысăк сăра бокалӗсем йăтса пырса лартрӗ те: «Ӗçӗр, тархасшăн, ăна Совет Союзӗнчен, Чăваш Енрен, туянса килнӗ хăмлапа вӗретсе тунă», – терӗ. Ку пирӗншӗн питӗ интереслӗ пулчӗ. Сăри вара çăраччӗ, тӗттӗм тӗслӗ, питӗ тутлăччӗ! – тет Миккалай тете.

1984 çултанпа Т-150 тракторпа

 

Каярах вăл пӗр вăхăт ДТ-75 тракторпа та ӗçленӗ. Унтан урапаллă «Таганрожец» трактор çӳретнӗ, машинăсемпе пӗр танах инçе çула тухса кайнă. Пăваран, Пăрăнтăк станцийӗнчен тата ытти çӗртен колхоза тӗрлӗ япала турттарнă, çулла вара çак хурçă ут çине молотилка çаклатса тырă пуçтарма тухнă. 1984 çулта ăна урапаллă пысăк трактор – Т-150 шанса панă. Унпа вăл паян та çӳрет-ха, «Дрожжановское» тулли мар яваплăхлă обществăра вăй хурать (Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ халь унта кӗрет). Ун тракторӗ яланах юсавлă, ăçта каймалла – вăл хатӗр. Вӗри чӗреллӗ çын вăл Миккалай тете, хастар, çын çурăмӗ хыçне пытанса тăраканни мар. Кирлӗ чухне пуçлăхсене те тӗрӗссине куçран калама пултарать. Астăватăп-ха, çамрăк чухнех вăл клубра пухусенче тăрса çивӗч калаçатчӗ.

Нумай хисеп тата тав хучӗсем илме тивӗçлӗ пулнă вăл тăрăшуллă ӗçӗшӗн, анчах ятарласа пуçтарса пыманнипе нумайăшӗ çухалса пӗтнӗ. «РФ Ӗç ветеранӗ» сумлă ята тивӗçнӗ. Çаплах ăна «В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă Ӗçри хастарлăхшăн» медальпе (1970), «Социализмла ăмăрту çӗнтерӳçи» (1974), «Вуннăмӗш пилӗк çуллăх ударникӗ» (1980), «Коммунизмла ӗç ударникӗ» (1989) кăкăр паллисемпе чысланă. 2020 çулта вара ун кăкăрӗ çине «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул» медаль çакса янă.

Н.П.Герасимова вырăнти халăх Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн депутатне темиçе те суйланă, вăл паян та çак тивӗçе чыслăн пурнăçласа пырать.

Ашшӗ

Ун çинчен Николай Петрович çапла каласа парать.

– Атте, Петр Анисимович, 1908 çулхи, Аслă вăрçа 1942 çул вӗçӗнче кайнă, артиллерист пулнă, наводчик. Вăл​ Курск пӗккинче, Прохоровка патӗнче, çапăçнине пӗлетӗп. Кайран Берлинах çитнӗ, унта ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗкӗсем те пурччӗ-ха, шел, çухалнă пулмалла, халь курăнмаççӗ. Аманнă, пуçӗ çинче тимӗр ванчăкӗсем касса кайнă йӗрсем пулнă. Киле таврăнсан Кивӗ Чукал ялӗнчи сельпора счетоводра ӗçленӗ, унтан ăна Никифор Егоров хăйпе пӗрле Кивӗ Çӗпрелӗнчи райпона илсе кайнă, хăйӗн çумӗ тунă. Çапла вӗсем кашни кун ялтан район центрне ӗçе иккӗшӗ лашапа çӳренӗ. Суранӗсене пула нумай пурăнайман, 1952 çулта вилнӗ.

Кукашшӗ

Унăн кукашшӗн те – Василий Митрофанович Кузнецовăн – кун-çулӗ интереслӗ.

– Кукаçей Польшăра салтакра пулнă пулмалла, ман анне – Вера Васильевна 1910 çулта çавăнта çуралнă, – тет Николай Петрович. – Ăна пӗррере чухнех кукамай (вăл Марье ятлă) яла илсе килнӗ. Астăватăп-ха, аннен çуралнă хучӗ хаçат пысăкăшчӗ. Кукаçей вара Польшăрах юлнă. Кайран вăл Япони вăрçине хутшăннă, унта тыткăна лексен мӗнле майпа-тăр Китая çитсе ӳкнӗ. Ют çӗршывра вăл чиперех пурнăç çавăрса янă,​ лаша ферми тата лавкка тытнă. Майрана качча илнӗ. Вӗсен икӗ е виçӗ ача çуралнă, ачисем вӗреннӗ çынсем, пӗри карап капитанӗ пулнă тет. Эмиграци юхăмӗпе 1955 е 1956 çулта августра кукаçей майрипе яла таврăнчӗ, çиелтен шăвăçпа çапса тухнă тем пысăкăш темиçе арчаччӗ. Хăй сухаллăччӗ. Арчисене Пăрăнтăк станцийӗнчен Афиногентов Михаил машинăпа кӳрсе пачӗ. Кузнецов Миккульсен çумне çурт лартса пӗр хӗл каçрӗç вӗсем. Кайран вара кукаçей Узбекистана тухса кайрӗ. Унтан майри те ялтан кайнă. Хампа пӗртăван Марье аккапа Кузнецова Сима кукаçей патне Ферганана хăнана та кайса килчӗç пӗрре.

1972 çулта вара ял почтине кӗтмен çӗртен Ферганаран укçа килчӗ, анчах анне хушаматне тӗрӗс мар çырнă. «Суховой Вере или сыну», –​ тенӗ. Аннен качча кайнă хушамачӗ Герасимова-çке. Ун чухне кукамай та тепре качча кайнăччӗ ӗнтӗ. Эпир укçине тӳрех илмерӗмӗр, шиклентӗмӗр, тӗрӗслеттерсе ыйтса ятăмăр – камран? Вăл кукаçей укçи пулнă иккенне пӗлсен çеç илтӗмӗр. Çырăвӗсене вăл яла чăвашлах çырнă.

Пӗчченех кун кунлать

Николай Петрович 1948 çулхи.1968 çулта авланнă, ялти Нина Петровна Чашкинăна качча илнӗ. Вӗсем пилӗк ача çуратса ӳстернӗ, Геннадий, Елена, Марина, Ирина, Петр. Елена – ялти вăтам шкул директорӗн çумӗ, пӗртăвансенчен вăл ялта пӗччен кăна. Шел, Геннадипе Петр çамрăкла вилнӗ. Икӗ çул каялла вара Миккалай тетен мăшăрӗ те пурнăçран уйрăлнă. Паян вăл пӗчченех кун кунлать. Çичӗ мăнук, икӗ кӗçӗн мăнук унăн.

– Пӗлтӗр Мускава кӗçӗн мăнука курма кайсан Ленин мавзолейне кӗтӗм. Çамрăк чухне кайсан унта лекейменччӗ, çав кун шăпах Совет Союзӗн Маршалне, СССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн Председательне Климент Ворошилова пытаратчӗç, çавăнпа Хӗрлӗ площаде кӗртмерӗç. Çапла нумай çул иртрӗ пулсан та​ Ленина куртăм-куртăмах вара.

Паян мана ытларах ялта çынсем сахалланни пăшăрхантарать. Пушă çуртсем нумайланаççӗ. Пӗлтӗр ялта тăватă ача кăна çуралнă, вилнисен шучӗ вара çирӗме яхăн. Эпир шкулта вӗреннӗ чухне пӗр çулхисем 60-ăн ытлаччӗ, икӗ пысăк класчӗ. Ялсене пӗтерес марччӗ те вӗт… – пăшăрханăвне пытармасть Миккалай тете. ​

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата

Герасимовсен çемье архивӗнчен.

Ашшӗ – Петр Анисимович.

Николай Петрович Герасимов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев