Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Транспорта ҫӗнетсе тӑмалла

Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ Фарит Ханифов пӗлтернӗ

 

"Хӑрушлӑхсӑр тата паха автоҫулсем" наци проекчӗпе 2021 ҫулта Тутарстан 206 транспорт единици илет. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ Фарит Ханифов пӗлтернӗ.
Министерство ертӳҫин сӑмахӗсемпе наци проекчӗпе кӑҫал республика 76 автобус илмелле. Вӗсенчен 53-шне ӗнтӗ илсе килнӗ, ыттисене кӗтеҫҫӗ.
"Ҫитес ҫула" план пысӑкрах", – палӑртнӑ вӑл.
Уйрӑммӑн илсен, 2021 ҫулта нацпроект тӑрӑх Хусанти, Ҫырчаллинчи, Анат Камӑри ҫӳрекен состава ҫӗнетме палӑртнӑ. Тутарстансем 160 пысӑк автобус, 28 троллейбус, 18 трамвай илмелле.
"Парка ҫӗнетни вӑл тата хӑрушсӑрлӑх та. Пирӗн регион ҫулӗсемпе ҫӳрекен 1830 транспорт хатӗрӗн износ 50% ытла. Вӗсене улӑштармалла. Вӗсен вырӑнне ҫӗнӗ ӑру автобусӗсем килмелле", – тесе палӑртнӑ Ханифов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев