Сувар

Транспортри QR-кодсем пирки тӳрӗ эфир пулать

Медотводлӑ справкӑсемпе общество транспортне кӗртеҫҫӗ-и? Пассажирсен QR-кочӗсене мӗнле тӗрӗслӗҫ? Ҫак тата ытти ыйтусем ҫине ноябрӗн 19-мӗшӗнче 13:00 сехетре «Все о QR-кодах в общественном транспорте» ятлӑ тӳрӗ эфирта хуравлӗҫ.

Трансляцине ТР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Фарит Ханифов тата Тутарстан Республикинчи Роспотребнадзор управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Марина Трофимова хутшӑнӗҫ.

Калаҫӑвӑн модераторӗ ТР сывлăх сыхлав министрӗн ҫумӗ, Хусанти Сывлӑх сыхлав управленийӗн начальникӗ Владимир Жаворонков пулӗ.
Тӳрӗ эфир ТР Оперативлӑ штаб, Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин, ТР Роспотребнадзорӗн социаллӑ сетьсенчи аккаунчӗсенче иртӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: