Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Транспортри улшăнусем çынсене прививка тума хистеççӗ

Фантастика фильмӗсенчи ӳкерчӗксем пирӗн кулленхи пурнăçша кӗре пуçларӗç. Паянтан Тутарстанра трамвай-троллейбуссемпе, метро-автобуссемпе коронавирусран привика тутарни çинчен калакан ятарлă кодлă çынсем кăна пултараççӗ.

Республикăри ытти хуласенчи лару-тăру пирки хальлăхе хыпар çук, Хусанта вара çынсен турттаракан кашни автобус-троллейбуса тӗрӗслеççӗ. QR-код çук пулсан, çынна чарăнура антарса хăвараççӗ. Вăл тӳрех тепӗр автобуса чупать. Мӗншӗн тесен кондукторсем пӗр чарăну хутлăхӗнче пурне те тӗрӗслесе ӗлкӗреймеççӗ. Чее пассажирсем çакăнпа усă кураççӗ те.  

Шухă таксистсем пушă пулсан, çын йышлă тăракан атобус чарăнăвӗсем çумне килсе тăраççӗ. Кунта вӗсем виçшер-тватшар çын лартса кирлӗ çӗре илсе çитереççӗ, ытларах чухне автобус маршручӗпе çӳресех. Паллă ӗнтӗ, ку чухне вӗсен хакӗсем автобусăннинчен самай хаклăрах.

Транспортра кондукторсемпе çапăçакансене хальлӗхе асăрхаман, анчах та пӗр тӗрӗслекене питӗнчен пăрăçллă газ баллонӗпе сапнă тесе пӗлтереççӗ хыпар хатӗрӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев