Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗрӗк халăхӗсен «Науруз чиперӗ» конкурса чăваш хӗрӗ пӗрремӗш хут хутшăннă

Тӗрӗк тата иран халăхӗсен «Науруз» республика уявӗ Хусанти ипподромра иртнӗ. Пысăк концертсăр пуçне хусансемпе тӳрӗ эфира Казахстанри, Узбекистанри, Кыргызстанри, Таджикистанри туслăх çурчӗсем тухнă.

Çапларах «Евразири туслăх кӗперӗсем халăхсене пӗрлештереççӗ» халăхсем хушшинчи мультикультура проекчӗ пурнăçланнать. Асăннă çӗршывсенчи общество организацийӗсен представителӗсем тутарстансемпе ентешӗсене çурхи уявпа саламланă.

Наурузра тӗрлӗрен ăмăртусем иртнӗ, тӗслӗхрен, автомобиле вунă метра куçарассипе, çавăн пекех Плов фестивалӗ те. Кăçал жюри таджиксем хатӗрелнӗ плова чи лайăххи тесе йышăннă. Уйрăм площадкăра Çӳльту районӗнчи культура учрежденийӗсем тутар кил-çуртне кăтартнă. Кăмăл тăвакансем уявăн тӳрӗ эфирне ВКонтакте аккаунтра курма пултарнă. Науруз «Нарăс чиперӗ» илем конкурсӗпе вӗçленнӗ. Унта кăçал чăваш хӗрӗ Оксана Ситриванова та хутшăннă. Ăна Хусан хӗрӗсен «Ӗмӗт» вокал ансамблӗ тӗрев панă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев