Сувар

Тӗрӗре чăвашăн чунӗ

​​​​​​​Çӗр çинче пурăнакан этем  çутçанталăка сăнанă, унăн йӗрӗсене пир, савăт-сапа, килти хатӗрсем çине куçарнă. Çăк йӗрсем ăнсăртран тунисем пулман, вӗсенче хăйӗн пӗлтерӗшӗ пулнă. Эреш çынна, унăн çемйине, выльăхне, çуртне хӳтӗлеме пулăшнă. Каярах тумтир çине çăлтăрсен, хӗвел, шыв, çӗр, сывлăш, чӗрчун тӗрлӗрен кайăк-кӗшӗк паллисем тӗрӗ пек вырнаçа пуçланă. Чăвашсен хушшинче чи анлă сарăлнă тӗрӗ элеменчӗ – «курка аври». Ку эреш тӗслӗхне (ăна мӗнле градуспа авмаллине) пирӗн несӗлсем Алтăр çăлтăрлăхӗнчен (созвездие Белой медведицы) илнӗ. Ӗлӗкхи, тӗрлӗ çӗрсем витӗр куçса çӳренӗ вăхăтсенче, çак çăлтăрлăх пăлхарсемшӗн компас вырăнӗнче пулнă. Ăна кӗлтуса пуç çапма та пултарнă. Мӗншӗн тесен анатрисен те, тури чăвашсен те авалхи тумӗсем çинче «курка аврисем» туллиех.  

Паян тӗрре куçнă авалхи чăваш символӗсенче хăйне евӗрлӗ кивелмен çыру теççӗ. Кунпа килӗшме пулать. Пирӗн несӗлсем Тӗнчене, унăн илемне еплерех ăналаннине эреше куçарнă.  Çак эрешсем ăс-тăн çине витӗм кӳреççӗ, çын аталанăвне тепӗр шая çӗклеççӗ, пурăнма пулăшаççӗ. Тӗрӗ патне этем туртăнать, илемлӗ тӗрре куç шырать. Ку вăл пирте кашнинче пур генетика астăвăмӗн пӗр пайӗ. Тӗрӗсем урлă эпир пирӗнччен нумай маларах пурăннă йăхташсемпе калаçатпăр.

Пирӗн халăх хăйӗн тӗррисене упраса хăварса цифровизаци ӗмӗрне илсе çитерни питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ.  Малалла? Пур-и аталану? Телее вăл пур.

Пӗлтӗр, чăваш халăхӗн урăх никамра та çук культура еткерлӗхне упраса хăварас тӗллевпе, Чăваш тӗррин кунне уявламалли çинчен указ кăларса Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев питӗ те тӗрӗс йышăну тунă. Çак паллă кун пире тепӗр хут хамăрăн тымарсем çинчен аса илтерет, инçет çăлтăр çути евӗр малалла çул кăтартать. Кăçал Чăваш тӗррин уявӗнче мана та пулса курма тӳр килчӗ.

КАПĂРЛĂХ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрӗнчи фойене пӗр-пӗр мода куравне хатӗрленнӗ пек капăрлатнă. Паллă брендсен ячӗсем вырăнне чăвашла тӗрӗсемпе илемлетнӗ. Çакă зала пырса кӗрекене малтан тӗлӗнтерет, каярах мăнаçлантарать. Капăр сцена, стенасем... урайӗнчи кавир таранччен чăвашла тӗрӗ. Тата вăл, темле, ытлашши мар, вырăнлă, çыпăçуллă. Пире хамăр вырăнсене йышăнма чӗнсен те, тӳрех кайса лараймарăмăр-ха. Çак, куçа илӗртекен тӗлӗнтермӗше çывăхрах куркас килет. Акă хыçра пӗчӗк курав йӗркеленӗ. Хӗрарăм манекенӗ çинче хальхилле çӗлеттернӗ çӳхе пурçăн кӗпе, вăл аллине юле янă. Темле çăмăллăх палăрать çак сăнарта, вăл ак-ак вӗçсе хăпарас акăш пек курăнса тăрать. Ун çумӗнче тепӗр манекен – авалхи эрешсене çӗнӗ пурнăç парса çӗлеттернӗ кивӗлле кӗпе. Ăна тăхăнтартнă манекена сурпан та сыртарнă. Авалхи тата паянхи юнашар тăраççӗ. Иккӗшӗ те чуна çывăх.

«Паха тӗрӗ» фабрикăна упраса хăварма, «Наци тӗррин музейне» туса хума пултарни питӗ лайăх паллă. Çӗнӗ идейăсем шăпах вӗсен лаççисенче çуралаççӗ. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр Чăваш тӗррин кунӗнче çуралнă республикăри кашни ачана правительство ятӗнчен пирӗн тӗрлӗллӗ кипкесем, ача кӗписем валеçсе панă. «Тӗрӗ ăшӗнче çуралнă» тесе ят панă çак акцине Шупашкарта. Çак ача тумӗсем хăйне евӗр управлăх символӗсем пулса тăнă тесен те йăнăшмăпăр.

МĂНАÇЛĂХ

Пӗлтӗр Чăваш Республикин районӗсемпе хулисенче çак куна уявласа 340 мероприяти ирттернӗ, вӗсене пурӗ 7,5 пин ытла çын хутшăннă. Пӗтӗм республикăри тӗрӗ тӗрлекенсем пӗрле пухăнса ултă метрлă сурпан тӗрлени уявăн хăйне евӗр кульминацийӗ пулса тăнă. Тӗрӗ кунне халалласа Шупашкарта чăваш тӗррин шкулне уçнă. Çак кун республикăра «Чăваш тумӗпе сăн ӳкерӗнетпӗр» акцине пӗтӗмлетнӗ, тата чӳречесене чăваш тӗррисемпе капăрлатакансен конкурсне. Чăваш наци музейӗ ку енӗпе пысăк ӗç илсе пырать. Кăçал районсенчи тӗрӗ ăстисем Чăваш енӗн карттине тӗрлесе хатӗрленӗ. Кашни ушкăн хăйӗн районӗн территорине капăрлатнă. Унтан «Паха тӗрӗ» фабрикăра пир татăкӗсене пӗр пысăк карттăна пӗрлештернӗ. Чăваш Ен пуçарăвне Мускавра та асăрханă. Национальноçсен ӗçӗсен федераллă агентствон ертӳçи Игорь Баринов пӗтӗм Раççейӗн тӗрленӗ карттине хатӗрлеме шут тытнă. Çак акци шăпах ноябрӗн 26-мӗшӗнче шупашкарта тапранчӗ.

Мӗншӗн шупашкарсем тӗрӗ уявне ноябрӗн 26-мӗшӗнче ирттерме шутланă-ха?  Çак кун паллă тӗрӗ ăсти, РСФСР тава тивӗçлӗ художникӗ, Чăваш АССРӗн халăх художникӗ Екатерина Ефремова çуралнă. Палăртса хăвармалла, вăл Нурлат районӗнчи Якурккелӗнчен.

Чăваш халăх орнаментне упраса хăварас, халăх промыслисене аталантарас тӗлӗшпе Ефремова пысăк ӗç илсе пынă. Авалхи тӗрӗсен никӗсӗнче вăл хальхи композицисем ăсталанă. 15 çул «Паха тӗрӗ» фабрикăн тӗп художникю пулса ӗçленӗ. Екатерина Ефремован ӗçӗсене Аргентина, Бразили, Инди, Бельги, Греци, Египет, Япони, Канада, Куба, Турци, Алжир çӗршывӗсенче кăтарнă. Эпир унпа чун-чӗререн мăнаçланатпăр.

ЧĂМĂРТАНУ

Çав вăхăтра тӗрӗ уявӗ иртекен залра халăх аванах пухăннăччӗ: культура ӗçченӗсем, журналистсем, общество деятелӗсем тата ыттисем.  Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева, ЧР Патшалăх Канашӗн Председательне Леонид Черкесова, ЧР культура министрне Светлана Каликовăна уяв ячӗпе йӗркеленӗ куравсене кăтартса çаврăнчӗç. Вӗсем Чăваш Республикин карттине тӗрлекенсемпе те тӗлпулса калаçрӗç, вӗсене чечек çыххисем парнелерӗç. Тӗрӗ ăсталăхӗ ламран лама куçассинче иккӗленӳ çук. Çамрăксем те кăшăл тытса лараççӗ, аслăраххисем те йӗппе-çип тытнă. Апла-тăк пурăнать-ха чăваш тӗрри! Пурте вырăнӗсене ларса тухсан Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ ятарлă сюита кăтартрӗ. Каласа хăвармалла, ташшăн та тӗрри пур. Кунхинче вăл уйрăмах илемлӗ килсе тухрӗ.

Микрофон умне Чăваш Республикикн Пуçлăхне Олег Николаева тухма чӗнчӗç. Вăл пурне те уяв ячӗпе саламларӗ. Пуçлăх çак уява кăмăллани сисӗнет.

«Хисеплĕ ентешсем! Сире Чăваш тĕррин кунĕ ячĕпе саламлатăп! Чăваш халăхĕшĕн тĕрĕ яланах пысăк мăнаҫлăх палли пулнă. Вăл – пирĕн нацин хăйне евĕр сĕмĕ, унăн ăс-хакăл пуянлăхне, талантне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Ҫавна май эпир кăҫал пирвайхи хут паллă тăвакан ҫĕнĕ уявăн хăйĕн йăлисем йĕркеленме те тытăнни нимĕн чухлĕ те иккĕлентермест. Ҫав шутра – наци тумтирĕн элеменчĕсене йышпа пĕрле тĕрлени, онлайн ăсталăх класĕсем, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни. Ҫакна пĕтĕмпех хамăрăн ăстасен, художниксен пултарулăхне аталантарас, наци эрешне, йăлисене упраса хăварас тĕллевпе тăватпăр. Чăваш тĕррин кунĕ чăваш халăхĕн пĕрлĕхне, культура чĕрĕлĕвне, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи йăхташăмăрсен чăмăртанăвне пулăшасси пирки иккĕленместĕп. Сире пĕтĕм чĕререн телей, тăнăҫлăх, ырлăх сунатăп!» – терӗ Олег Алексеевич. Вăл çак уява хăйӗн мăшăрӗпе, «Чăваш хӗрарăмӗсем» пӗрлешӗвӗн ертӳçипе Елена Николаевнăпа пӗрле килнӗ. Каярах вăл та пухăннисене уявпа саламларӗ.

ЧЫСЛАВ

Олег Николаев вара чăваш культурине мала ярассинче палăрнă çынсене чыслас церемоние хутшăнчӗ. Ыттисемпе пӗрле ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗ Анатолий Константинович Самаренкин та Чăваш Автономи облаçне йӗркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă медале илме тивӗç пулчӗ. «Камаз» завод директорӗн çумӗнче, ТР Мелиораци министрӗнче тăрăшнă чухне те Анатолий Самаренкин Чăваш Ен предприятийӗсемпе тачă çыхăнса ӗçленине республика манмасть.

Сцена çинче юрлакансемпе ташлакансем пӗр-пӗрне ылмаштараççӗ. Чăвашла кăна мар. Кунта çармăс кӗслеçисен ушкăнӗ те кӗвӗ шăрантарчӗ, тутар ансамблӗ те юрласа ташларӗ, удмурт модельерӗсем те хăйсен ăсталăхне кăтартрӗç. Чăвашсенчен Анатолий Музыкантов йӗркеленӗ «Суварята» ачасен ансамблӗ хаваслă ташшипе асра юлчӗ. Зинаида Воронован чăваш капăр тумӗн куравӗ пирки те ыррине кăна калама пулать. Хитре кӗлеткеллӗ çамрăксем çинче вăл тумсем тата та килӗшӳллӗ курăнаççӗ.

Экран çинче илемлӗ тӗрӗсем улшăнса кăна тăраççӗ. Халăхăн пиншер çул пухăнса пынă ăсталăхӗпе пуянлăхне курса хăватне туятăн вӗсенче. Урăхла пулма та пултараймасть. Чунпа чухăн этем илемлӗ тӗр тӗрлеймест.

Çӳçентермелле кăмăла каякан самантсем уявра тата та пулчӗç, тӗслӗхрен, хӗр пӗркенчӗкӗ. Чăваш тӗрри вăл пирӗн чунра, вăл пирӗн йăлара, вăл пирӗн чӗрере, вăл пирӗн пурнăçра. Тӗрӗсӗр эпир чăваш халăхӗ те мар-тăр.

Константин МАЛЫШЕВ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (1)
Осталось символов:
  • 29 ноября 2021 - 18:23
    Без имени
    Красота!!!