Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗрӗсленӗ машинасенчен 96-шӗ ҫӗмрӗк пулнӑ

Тӗрлӗрен ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн таксистсене 1,5 пин штраф ҫырса панӑ

 

10 кун хушшинче Тутарстанри таксистсене 1,5 пин штраф ҫырса панӑ.
Ҫакӑн ҫинчен республикӑри Патшалӑх автоинспекцийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Январӗн 10-20-мӗшӗсенче Тутарстанра ГИБДД ӗҫченӗсем такси водителӗсен айӑпӗпе пулса иртекен аварисене чакарас тесе профилактика операцийӗ ирттернӗ.
Операци вӑхӑтӗнче инспекторсем таксистсен ҫынсене турттарма ирӗк паракан документ, водитель удостоверенийӗ, путевой лист пуррипе ҫуккине, ҫавӑн пекех техника лару-тӑрӑвне тӗрӗсленӗ.
Вунӑ кун хушшинче гаишниксем 6 пине яхӑн таксине тӗрӗсленӗ. Тӗрлӗрен ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн таксистсене 1,5 пин штраф ҫырса панӑ.
Унсӑр пуҫне руль умне ӳсӗрле ларнӑ 5 таксиста, правасӑр 6 таксиста тата пассажирсене турттарма юраман разрешенисӗр ҫӳрекен 47 водителе тытса чарнӑ.
Тӗрӗсленӗ 95 машина ҫӗмрӗк пулнӑ, вӗсенчен 14-шӗн руль тата тормозӗсем начар ӗҫленӗ.
Таксисене тӗрӗслес ӗҫ малалла пырӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев