Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Цифра министрӗ палламан номерсенчен шăнкăравлакансенчен еплерех сыхланмалли пирки каласа панă

Пӗр-пӗр лавккара дисконтлă карточка илнӗ чух килӗшӳре вӗтӗ шрифтпа çырнине сахал кам вулать. Унта вара эсир хăвăрăн даннăйсене ют çынсене усă курма ирӗк паратăр тесе çырнă. Кайран сирӗн телефон номерне тата 10 хутчен сутаççӗ.

ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин палламан номерсенчен шăнкăравлакансенчен еплерех сыхланмалли пирки канаш  панă. Çакăн пирки вăл Андрей Кузьмина панă интервьюра каланă.

«Пӗр-пӗр лавккара дисконтлă карточка илнӗ чух килӗшӳре вӗтӗ шрифтпа çырнине сахал кам вулать. Унта вара эсир хăвăрăн даннăйсене ют çынсене усă курма ирӗк паратăр тесе çырнă. Кайран сирӗн телефон номерне тата 10 хутчен сутаççӗ», – тенӗ цифра министрӗ.

Тӗрлӗ сайтсенче регистрациленнӗ чух та çакăн пек лару-тăрăвах сиксе тухать – пользователь килӗшӗвне тӗплӗн вулакансем те питӗ сахалăн.

А.Хайруллин сăмахӗсемпе, çыннăн харпăр даннăйӗсем нумай чухне коммерцилле сектортан сарăлаççӗ. Харпăр даннăйсене сутни е вӗсем урăх майпа малалла сарăлни – уголовлă преступлени. «Ку лару-тăрăва контрольлесе тăракан орган вăл – Роскомнадзор. Çавăнпа та пӗр-пӗр номертен шăнкăравласа тарăхтаракансен енӗпе унта заявлени çырса памалла, хăш номертен шăнкăравланине пӗлтермелле», – тет кун пирки Айрат Хайруллин.

ТР цифра министрӗнчен илнӗ интервьюна Sntat.ru хаçатра вулама пулать. Видеоверсие вара «Татар-информ» ИАн YouTube каналӗнче пăхма пулать. Телевизорпа калаçăва «Татарстан24» каналпа «Интервью без галстука с Андреем Кузьминым» передачăра шăматкун 18.30 сехетре тата вырсарникун 13.30-та пăхмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: цифровая культура