Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Цифра технологийӗсене пӗлтӗр 5 пин ҫынна вӗрентнӗ

Тутарстансене КЛИК-CDO программӑна хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Вӑл "РФ Цифра экономики" наци проекчӗн "Кадры для цифровой экономики" федераллӑ проектӑн мероприятийӗсен шутне кӗрет тесе пӗлтерет ТР Цифра министерстви

"Программӑн тӗп тӗллевӗ – цифра пӗлӗвӗсен шайне ӳстересси, хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртекенсене пулӑшу кӳресси",– тесе пӗлтернӗ профильлӗ министерствора.

Пӗрремӗш отбора  clickcdo.ru сайтра мартӑн 26-мӗшӗччен регистрациленме пулать.
2035 Университет 5-10 ҫынран тӑракан ушкӑнӗсенчен заявкӑсем йышӑнать. Командӑсем коммерцилле мар общество организацийӗсенчен, влаҫ органӗсенчен, коммерциллӗ компанисенчен тата корпорацисенчен пулма пултараҫҫӗ. Суйлава хутшӑнас тесен командӑсен хутшӑнакан организацисен стратегилле тӗллевӗсене пурнӑҫлакан проект кӑтартмалла.
Вӗрентӳ апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 1-мӗшӗччен очно-заочно форматпа дистанциллӗ технологисене усӑ курнипе иртет.
Программӑна 2020 ҫулта хута янӑ. Иртнӗ ҫул цифра пӗлӗвӗсене 5 пин ытла ҫын вӗреннӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев