Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУКАЯ ХАЛАЛЛАСА

Тутарсен аслă поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 135 çул çитнине шута илсе, кăçал Тутарстанра Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнине халалласа Хупкӗпер ялӗнчи библиотекăра «Тукай халăх чӗринче» уяв иртрӗ

Тутарсен аслă поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 135 çул çитнине шута илсе, кăçал Тутарстанра Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнине халалласа Хупкӗпер ялӗнчи библиотекăра «Тукай халăх чӗринче» уяв иртрӗ.
Библиотекарь М.Канашева вулакансене Тутар халăх поэчӗн биографийӗпе паллаштарчӗ, унăн ачалăхӗ, çемйи пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Сăвăçăн пултарулăх çулне те тӗплӗн тишкерчӗç пухăннисем. Библиотекăна тăтăш çӳрекен пӗчӗк вулакансем вара Габдулла Тукайăн сăввисене каласа пачӗç. Юлашкинчен пурте пӗрле «Тутар çӗрӗн юрăçи» ятлă кӗнеке куравӗпе паллашрӗç.
Мария КАНАШЕВА.
Хупкӗпер ялӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев