Сувар

Тухӑҫа сыхлама страховка пулӑшӗ

Ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене метеорологсем ҫирӗплетеҫҫӗ, тухӑҫ пӗтнине – ятарлӑ комиссисем

Хальхи вӑхӑтра уҫӑм акас хӗрӳ тапхӑр пырать, шӑпах пулас тухӑҫ ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт. Ял хуҫалӑх производителӗсем валли ӗҫе стабильлӗ илсе пыма агрострахлав пулӑшма пултарать.
Агрострахлава ТР Ял хуҫалӑхпа продовольстви министерстви тӗрев парса субсидилет. Енчен те страхлав полисӗн вӑтам хакӗ 1 гектара 800 тенкӗ пулсан, аграрий 400 тенкӗ кӑна тӳлет. 400 тенкӗлӗх субсидие страхлав компанийӗ илет, пӗчӗк хуҫалӑх формисем валли ҫыхӑнусӑр тӗрев панӑ май, хушса 594 тенкӗ тӳленет. Ҫапла майпа агрострахлав фермера ҫут ҫанталӑк кӗтменлӗхӗсенчен хӳтӗлет, уншӑн страхлав тӳлевсӗр кӑна мар, хушма тӗрев те парать.
Акнӑ хирсене страхлани ял хуçалăх таварӗсене туса кӑларакансен ӗҫӗнчи теветкеллӗхе чакарма май туса парать. Ҫутҫанталӑкӑн 27 тӗрлӗ пулӑмӗнчен страховка пур, ку вӑл ҫӗр типни, шӑнни тата ытти те. Ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене метеорологсем ҫирӗплетеҫҫӗ, тухӑҫ пӗтнине – ятарлӑ комиссисем.
Агрострахлав сферинче патшалӑх тӗревӗн ыйтӑвӗсемпе ТР Ял хуҫалӑхпа продовольстви министерствинче 8-800-444-16-70 номерпе шӑнкӑравласа консультаци илме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: