Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУХЬЯ-ХУШПУ ХĂЙСЕМЕХ ТĂВАÇÇӖ

Тури Качаел клубӗ конкурсра грант çӗнсе илнӗ

Элкел районӗнчи Тури Качаел клубӗ 100 пин тенкӗлӗх грант выляса илнӗ. Паллах, çакă культура ӗçченӗсемшӗн питӗ пысăк çӗнтерӳ.
– Эпир ялти чи лайăх культура учрежденийӗн ятне илессишӗн йӗркеленӗ конкурса хутшăнса çӗнтертӗмӗр. Чăннипех те питӗ савăнтăмăр, – тет клуб заведующийӗ Алена Миндрюкова.
Тури Качаел клубӗнче «Шăн­кăрав» фольклор ансамблӗ питӗ ăнăçлă ӗçлет. Кружоксене те ялти тӗрлӗ ӳсӗмри çынсем валли илсе пыраççӗ. Чăваш хӗрарăмӗн пуçа çыхмалли-тăхăнмалли хатӗрӗсене ăсталас енӗпе те секци пур. Кăмăл пур кашни çынах кунта çӳресе тухья, хушпу тата масмак ăсталама вӗренме пултарать. Пӗр-пӗр уявра сцена çине тухмалла-тăк, Тури Качаел хӗрӗсемпе хӗрарăмӗсен хушпăвӗсемпе тухйисем хатӗр.
Тин кăна çӗнсе илнӗ грант укçипе вара наци тумӗсене çӗнетме шухăшлаççӗ.

Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев