Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тухтăрсенчен тарса çӳрекенсем хальлӗхе çук

Тутарстан майӗпен, асăрханса ӗçерет ятарлă режим тилхепине. Паянхи куна санитарипе эпидемиологин мӗн пур çӗнӗ требованине пăхăнса Тутарстанра 5 санатори ӗçлет. Виççӗшӗ Хусанта, Ешӗлварпа Çырчаллинче – пӗрер. Вӗсенче пурӗ 284 çын канать.

Коронавируспа Тутарстан тухтăрсем паттăррăн кӗрешеççӗ. ИВЛ аппарачӗсем айӗнче 60 çын выртать.  Журналистсен ыйтăвӗсене Роспортебнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Любовь Авдонина, ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Владимир Жаворонков  хуравларӗç.

Иртнӗ эрнери пресс-конференцире Covid-19-па чирленисенчен çурри ытла чире ăçта «çаклатнине» пӗлменни, ăна палăртма май çукки çинчен çак çынсемех каланăччӗ.  Çавна  пула эпир те чиновниксенчен социаллă яваплăх çинчен ыйтас терӗмӗр:

– Çынсем сиплеврен тарса çӳренӗ, е хăй чирлине пӗлсех пульницана кайман тӗслӗхсем пур-и сирӗн?

– Хальлӗхе пирӗн ун пек фактсем çук. Анчах та эпӗ вӗсем пур тесе шутлатăп. Ку вăл коронавирус инфекцине кăна пырса тивмест. Ак, сирӗнпе пирӗн пурнăçах илер. Кăштах хамăра япăх туйрăмăр-тăк, ӳсӗретпӗр, температура пур –  эпир ăçта чупатпăр? Çук, пульницана мар. Ӗçе васкатпăр. Пирӗн унта ӗçсене туса пӗтермелле тата ытти те. Паллах, ку тӗрӗс мар. Çавăнпа та чире ертнӗ çынсем ӗçе çӳреме пултарнине эпир пăрахăçламастпăр. Çавăнпа та предприятисенче термометрия графикне пăхăнса пымаллине предприятисенче асăрхаттарсах тăратпăр.  Унсăр пуçне, социаллă пӗлтерӗшлӗ организацисенче – сывлăх сыхлав, апатлантару тата çынсене çывăх ӗçлекен ытти отрасльсенче ӗçе килекен çынсене вӗсен сывлăхӗ йӗркеллӗ тесе алă пустараççӗ. Кунта ӗçпе тивӗçтерекенӗн те яваплăхӗ пысăк.

– Коронавируспа чирлесе ирттернӗ хыççăн çын каялла предприятие ӗçлеме таврăнчӗ пулсан, организацире мӗнле-те пулин хушма хăрушсăрлăх мерисем йышăнмалла-и? Е хумханма кирлӗ мар?

– Стационартан сипленсе пӗтмесӗр кăлармаççӗ. Çыннăн чир симптомӗсем пулмасан, COVID-19 пуррипе çуккине илнӗ анализ тесчӗсем пӗр кун сиктерсе иккӗшӗ те «орицательный» пулчӗ-тӗк, ăна больничный парса пульницаран кăлараççӗ, вăл сывă шутланать. Предприятире нимӗнле хушма мерăсем те йышăнма кирлӗ мар.

– Кронавирусран сывалнă виçӗ пин çыннăн чир историйӗсем тăрăх, эсир вăтамран илсен, СOVID-19-ăн йывăр форминчен миçе кун сипленнине калама пултаратри?

Сиплеве темиçе тапхăра пайлама пулать. Стационарти тата амбулаторли. Стационратине илес пулсан, 10-12 кун. Унтан амбулаториллӗ тапхăр тытăнать. Кам-тăр стационартанах иккӗмӗш «отрицательный» результатпах тухать те ӗçе пикенет, камăн-тăр амбулатри сиплевӗ те икӗ е виçӗ эрнене тăсăлса кайма пултарать.  

Тутарстан майӗпен, асăрханса ӗçерет ятарлă режим тилхепине. Паянхи куна санитарипе эпидемиологин мӗн пур çӗнӗ требованине пăхăнса Тутарстанра 5 санатори ӗçлет. Виççӗшӗ Хусанта, Ешӗлварпа Çырчаллинче – пӗрер. Вӗсенче пурӗ 284 çын канать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев