Сувар

Тухтӑр тимлӗхсӗрлӗхӗ трагеди патне илсе ҫитернӗ

Ҫак кунсенче Тутарстанра газ сирпӗнни ҫинчен ҫӗршыври наян журналистсем кӑна ҫырмарӗҫ пулӗ

 Ешӗлварти нумай хутлӑ ҫуртра газ сирпӗннӗ хыҫҫӑн уголовнӑй ӗҫсем пуҫарнӑ

Тӑхӑр этажлӑ ҫуртра газ сирпӗннипе тата икӗ уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ: 

 «Причинение тяжкого вреда здоровью по неосторожности» тата «Халатность». Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Раҫҫей следстви комитечӗн Тутарстанри следстви управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Андрей Шептицкий пӗлтернӗ.

Уголовнӑй ӗҫсене пӗр производствона пӗрлештернӗ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, газ сирпӗннӗ хваттерӗн хуҫине трагедиччен темиҫе сехет маларах хулари психоневрологи диспансерне илсе килнӗ пулнӑ. Вӗсем врачсене тӑванӗ эрехпе иртӗнни, хӑйне хӑрушла тыткалани, хваттере сирпӗтессипе хӑратни ҫинчен пӗлтернӗ. Анчах больницара ӗҫлекенсем ватӑ арҫынна госпитализацилеме килӗшмен. Ӑна каялла килне тавӑрма тивнӗ. Темиҫе сехетрен хваттерте газ шартлатнӑ.

Арҫыннӑн хӑйӗн кӑна мар, кӳршӗре пурӑнакан хӗрарӑмӑн та больницара пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 

Вырӑнти влаҫсем сирпӗнӳрен сиен курнӑ хваттерсене юсаса пама шантараҫҫӗ. Вӗсен хуҫисене вӑхӑтлӑха пурӑнмалӑх вырӑн тупса панӑ. 

Полицейскисем сывату учрежденийӗн врачне тытса чарнӑ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: