Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ах, ресторан, ресторан, кӗсъе тӗпне тустаран

Тухтӑрсен сӗнӗвӗсене итлеменни хака кайса ларма пултарать

Чӑваш артисчӗсем йӗркеллӗ ӗҫлесе кайма кӑна тытӑннӑччӗ, Чӑваш Республикинчи ресторансемпе кафесенче банкетсем ирттерме каллех чарчӗҫ. Ҫакнашкал вӑхӑтлӑх йышӑнӑва иртнӗ эрнекун коронавирус енӗпе республикӑри оперштаб тунӑ.
"Эпир ресторансемпе кафесен ӗҫне чармастпӑр, эпир чир сарӑлнин ҫивӗч фазинче вӗсенче массӑллӑ мероприятисем ирттересшӗн мар", – тесе каланӑ штаб ларӑвӗнче регион ертӳҫи Олег Николаев.
Санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ начарланса пыни, паллах, никама та савӑнтармасть. Вӑл каллех юрӑҫсемпе тамадасен ӗҫне тӳррӗммӗн пырса тивнинче кама айӑплӑн? Чару хӑҫанччен пулассине татӑклӑн палӑртман, "уйрӑм хушу тухиччен" тенӗ республика влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче.
Ноябрь уйӑхӗнче Шупашкарта нумай ҫӑлтӑр концерт ирттерме палӑртса хунӑ. Паллах, хӑрушсӑрлӑх мелӗсене пӑхӑнса, зала ҫурри таран кӑна тултарса. Вӗсене ирттерме ан чарччӗр ӗнтӗ тата. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев