Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тухтӑрсӑр пуҫне никам та тӗрӗс рецепт ҫырса параймасть

Хӑвӑр тӗллӗн ан сипленӗр, чире шала яма пултаратӑр

  Тутарстансем ретрен петӗм эмеле туяннипе Аптекӑсенче эмелсен дефицичӗ йӗркеленнӗ. Сак шухӑша "Таттехмедфармӑн" генеральнӑй директорӗн аптека склачӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Ильшат Мингазутдинов каланӑ.

Паянхи кунта пур аптекӑра та кирлӗ препарат тупма ҫук, пуринчен те ытларах вируса хирӗҫ кӗрешмелли эмелсем ҫитмеҫҫӗ. Хӑйсене хӑйсем сиплесе чылай ҫын аптекӑсене чупаҫҫӗ, препарат вӗсене кирлӗ-и, ҫук-и, ӑна пӑхса тӑмаҫҫӗ, туянаҫҫӗ. 

"Пӗрремӗш симптомсем пулсанах врачпа тӗлпулмалла. Вӑл кӑна сиплев схемине лартма пултарать. Этем хӑй тӗллӗн сипленни Кирек мӗнле инфекцире те хӑрушӑ, коронавирус инфекцийӗ чухне вӑл темиҫе хут хӑрушӑрах",– асӑрхаттарнӑ тутарстансене Ильшат Мингазутдинов.

ТР Сывлӑх сыхлав министерстви те пирвайхи симптомсем палӑра пуҫласанах поликлиникӑна кайма е тухтӑра киле чӗнме сӗнет. Хӑвӑр тӗллӗн ан сипленӗр, чире шала яма пултаратӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев