Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тухьяллӑ ватӑсен сцена ҫине тухмалла мар

Пирӗн ӳсекен ӑрӑва вӗренмелле чӑваш костюмӗн культурине, эпир хамӑр та тӗрӗс тумланма пӗлместпӗр

 

ТР ЧНКА Отчетпа суйлав конференцийӗнче Ҫырчаллинчи Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Кондюкова питӗ кирлӗ сӑмахсем каларӗ. Вӑл автохулари чӑвашсен культура пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пани ҫӗр пуҫне сцена ҫинчи культура ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.
"Ватӑ ҫынсем тухья тӑхӑнса юрлама тухни – килпетсӗр курӑнать. Тухья – хӗр тасалӑхӗн символӗ. Качча кайнисем ӑна тӑхӑнман. Аслӑ ҫулти ҫынсене  вӑл килӗшмест. Хӗрарӑмсем хушпу тӑхӑнса ҫӳренӗ. Анчах кунта та ансамбльсенче нумайӑшӗ тӗрӗс мар тӑваҫҫӗ: хушпӑва сурпансӑр тӑхӑнма юраман. Пирӗн несӗлсем ун пек туман. Ватӑраххисем сурпан сырнӑ та, ҫийӗнчен пуҫне масмак тӑхӑннӑ.
Пирӗн ачасене вӗрентмелле тӗрӗс тӑхӑнма. Тен, мастер-классем ирттерсен тӗрӗс пулать-тӗр?" – тесе каларӗ Елена Львовна трибунӑран. 
Елена Кондюкова сӑмахӗсене залри халӑх алӑ ҫупса йышӑнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев