Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тулли мар мобилизаци пуçланнинчен хăраса айтишниксем ют çӗршывсене тарса кайма тытăннă

Экспертсем палăртнă тăрăх, çӗршыври улшăнусем пысăк витӗм кӳреççӗ ун çине. Вӗсем февраль уйăхӗнчех палăрма пуçларӗç. РФ Президенчӗ Владимир Путин ятарлă çар операцине пуçарни çинчен пӗлтерсен çӗршывран айтишниксем тарма пуçларӗç. Çуркунне паника кăшт лăплансан хăш-пӗрисем каялла таврăнма тытăнчӗç.

Саманине кура профессисем те çӗннисем çуралса пыраççӗ. Эпир шкулта вӗреннӗ 80, 90-мӗш çулсенче ытларах ял ачисен ӗнтӗ, суйлав пит анлă марччӗ. Хӗрсем педагогика институтне, арçын ачасем ял хуçалăх е ветеринари академине вӗренме кӗретчӗç. Сахалăшӗ кăна юриста е ытти профессие суйлатчӗ.

Информаци технологийӗсем аталанса пынăçем халӗ ял ачисен тавракурăмӗ анлăрах, тӗнчекурăмӗ те пирӗнни евӗр мар. Нумай пулмасть тăван ялта пулсан хăш-пӗр çамрăкпа калаçса илтӗм, шкултан вӗренсе тухсан ăçта вӗренме каяссипе интереслентӗм. Шел пулин те хӗрсем хушшинче пӗр пулас вӗрентекен те çук, вӗсем халӗ питӗ кирлӗ. Арçын ачасен хушшинче те выльăх тухтăрӗ пулатăп текен тупăнмарӗ. Ытларахăшӗ çӗнӗ технологисемпе çыхăннă специальноçсене суйлаççӗ. IТ-сферăпа пуласлăха çыхăнтарнинче ним начарри те çук, паллах, вăл кирлӗ. Халӗ ял хуçалăхне те цифровизаци анлă кӗрсе пырать. 

Раççей Президенчӗ IТ-специалистсене тӗрлӗ çăмăллăхсемпе тивӗçтерме ятарлă программа йышăннă хыççăн çӗнӗ профессисен илӗртӳлӗхӗ тата та ӳсрӗ. 

Мӗнлерех аталанать-ха паян IТ-специалистсен рынокӗ? Экспертсем палăртнă тăрăх, çӗршыври улшăнусем пысăк витӗм кӳреççӗ ун çине. Вӗсем февраль уйăхӗнчех палăрма пуçларӗç. РФ Президенчӗ Владимир Путин ятарлă çар операцине пуçарни çинчен пӗлтерсен çӗршывран айтишниксем тарма пуçларӗç. Çуркунне паника кăшт лăплансан хăш-пӗрисем каялла таврăнма тытăнчӗç. Компьютерпа информаци технологийӗсен предприятийӗсен   ассоциацийӗн тӗпчевӗпе ыйтăма хутшăннă компанисен ытларах пайӗн лару-тăрăвӗ çирӗп, иккӗ виççӗмӗш пайӗнче ӗçе илессине чарса лартман, 90 компанирен 5-шӗнче кăна ку ӗçе вăхăтлăха чарса лартнă. Хăш-пӗр компанисенче ӗç укçине те ӳстернӗ. 

Çапах пурпӗрех сентябрь тӗлне вакансисен шучӗ 25 процента чакнă, IТ-сферăра ӗç шыракансен шучӗ вара ӳснӗ – 55 процента. Тулли мар мобилизаци пуçланнипе пӗрле IТ-сферăра ӗçлекенсем каллех ют çӗршывсене тухса кайма тытăннă. Вӗсене мобилизацилемесен те   шанманнисем пулнă вӗсен хушшинче. Тухса каякансенчен чылайăшӗ инçетрен ӗçлесе тăма ӗмӗтленнӗ, анчах ӗç паракансем кунпа килӗшмен, ӗмӗчӗсене татнă. Çавна кура специалистсен урăх ӗç шырама тивет. Унсăр пуçне IТ-услугăсен экспорчӗ чакнине кура ӗç вырăнӗсен шучӗ те сахалланнă. 

Тӗнчери лару-тăрупа çыхăннă хыпарсене те компани сотрудникӗсем черченнӗн йышăнаççӗ иккен, çавна пула йăнăшсем тăваççӗ. Компанисем вара ун пеккисене нумай тытса тăмаççӗ, ӗçрен кăлараççӗ. 

Конкуренци çивӗч

Хальхи вăхăтра IТ-специалистсен рынокӗнчи конкуренци питӗ те çивӗч. Вӗренсе тухакансем нумай, ӗç вырăнӗ вара сахал. Çак лару-тăру компанисемшӗн питӗ те майлă. Хăш-пӗр пысăк IТ-компанисем релокаципе те пулăшма хатӗр, урăхла каласан, специалиста урăх регионтан е ют çӗршывран ӗçлесе тăма ирӗк параççӗ. Ку вӗсене чи лайăх специалиста та малтанхипе танлаштарсан пӗчӗкрех шалупа ӗçе илме май парать. Çавна май айтишниксем паян хăйсене питех тивӗçтермен ӗç укçипе ӗçлеме килӗшеççӗ. Вырăнта тӗк ларнă пулсан ним те çухатмастчӗç. Экспертсен сăмахӗпе, халӗ ӗç пуррисен лăпланмалла та хăйсен тивӗçӗсене туллин, мӗнпур яваплăхпа пурнăçламалла. Çакăнпа пӗрлех квалификацие ӳстерсе пырасси çинчен шутламалла. Компанисен те малашлăх пирки шухăшламалла, çӗршывран тухса кайнă Senior, Team Lead грейдлă специалистсене хăйсем тӗллӗн ӳстересси çинчен. Сăмах кунта IТ-специалистсен пултарулăхӗ, вӗсен иерархийӗ пирки пырать. Senior айтишниксен хушшинче гуру шутланать. Пӗчченех проекта пуçласа вӗçлеме пултарать. Тӗрлӗ енлӗ, планлă программăсене йăлт пӗлет. Пӗрремӗш шайри айтишникран вăл самай çӳлте тăрать. Ыттисен йăнăшӗсене хăвăрт курать, опытлă сотрудниксемпе те хуçаланаять. Team Lead тата та чăнкăрах. Вăл разработчиксен командин пуçлăхӗ. Полномочийӗсем хăйне кура пысăк. Çавăнпа компанисен те аванах тарлама тивет кирлӗ специалиста ӳстерес тесен. 

Экспертсен шучӗпе, IТ-специалистсен рынокӗ 2023 çул пуçламăшӗнче те кăçалхи майлăрах пулать. Тӗнчери лару-тăру лайăх енне улшăнсан тин рынок та чӳхенме пăрахӗ. Ку ӗнтӗ пур çӗрте те çапла. 

Ирина ГОРДЕЕВА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

1

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество