Сувар

Тунтикун пикесем "Тутарстан чӑваш пики - 2021" конкурс валли хатӗрленме Хусана ҫитеҫҫӗ.

Конкурсӑн финалӗ апрелӗн 24-мӗшӗнче 15:00 сехетре Хусанти халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче иртет

Тунтикун пикесем "Тутарстан чӑваш пики - 2021" конкурс валли хатӗрленме Хусана ҫитеҫҫӗ. Хӗрсемпе финал умӗн темиҫе кун хореографсем, стилистсем тата урӑх специалистсем ӗҫлӗҫ. Конкурсанткӑсем финалта визитка, пултаруллӑх номерне кӑтартӗҫ, апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе килӗҫ тата ӑс-хакӑл конкурсне хутшӑнӗҫ.

Финалисткӑсен ячӗсене аса илтеретпӗр:

Хусан - Татьяна Апалаева;
Элкел районӗ - Анастасия Родионова;
Ҫырчалли -Диана Артемьева;
Нурлат районӗ - Анастасия Павлова;
Анат кама районӗ - Оксана Ситриванова;
Çӗпрел районӗ - Алия Карусева;
Пăва районӗ - Виолетта Николаева;
Пӑва районӗ - Валентина Юркина;
Теччӗ районӗ - Кристина Шумилкина;
Аксу районӗ - Юлия Погодкина;
Алексеевски районӗ - Жанна Паишева;
Чистай районӗ, «Сувар пики 2021» - Виктория Егорова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: