Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

  ТУПМАЛЛИ ЮМАХСЕНЧЕ АВАЛХИ МИФСЕМ

Çутçанталăк пулăмӗсене пӗлсе çитерейменнипе вӗсене мӗнле те пулин ăнлантарма тăрăшнă

Кашни истори тапхăрӗ хăй вăхăтне ӳкерсе кăтартнă хайлавсем çуратать. Авалхи чăвашсем космогони, антропологи, зоологи енӗпе мӗнле шухăшланин палăрăмӗсем фольклорăн тӗрлӗ жанрӗсенче упранса юлнă. Вӗсем халăх пултарулăхӗн тексчӗсенче уйрăм сюжет, мотив е сăнар пек ӳкерӗннӗ.

Халăх-художник (халăх-ӳкерӳçӗ) хăй таврари пулăмсене хăйне майлă ӳкерсе кăтартать. Пӗлмен, ăнланман пулăмсене вăл хăйне майлă ăнлантарма тăрăшнă, мифла сăнарсем, каярах хăйсене хӳтӗлеме е пӗр-пӗр айăпа кӗрсен айăплама, асап хума пур пек турăсен пантеонне шухăшласа кăларнă. Сăмах вăйне ӗненни йăла-йӗрке поэзине – пил сăмахӗсем, ылхансем, вӗрӳ-суру чӗлхисем – пуçласа янă. Çак сăмахсене каланă чух хăйӗн вăхăчӗ, вырăнӗ пулнă –​ культла ритуалсене çирӗп пăхăнмалла пулнă.
Тупмалли юмах – авалах пулса кайнă жанр. Кун пирки Ф.И.Буслаев, О.Ф.Миллер, И.А.Худяков​ тата ытти тӗпчевçӗсем​ çирӗплетсех калаççӗ. Юмахсене тата тупмалли юмахсене мифсемпе çыхăнтарса ăнлантаракан чи пӗрремӗш тӗпчевçӗсем А.Н.Афанасьев тата И.А.Худяков пулнă. Чăваш тӗпчевçисенчен тупмалли юмахсене Н.Р.Романов, В.Г.Родионов, Е.С.Сидорова, Н.И.Егоров тата ыттисем тӗпченӗ. Анчах та тупмалли юмахсенчи мифологи палăрăмӗсене тӗпченӗ ӗçсем сахалтарах. Вăл енӗпе ку пирӗн пуçламăш ӗç теме те пулать. Малалла анлă ӗçсем пуласса шанас килет.

Аслати
Авалхи çын çутçанталăк пулăмӗсене пӗлсе çитерейменнипе вӗсене мӗнле те пулин ăнлантарса парасшăн пулнă. Этем тупмалли юмахсен илемлӗ сăнарӗсенче çав ăнланман япаласене, пулăмсене ăнлантарса пама, куç умне кăларса тăратма тăрăшнă. Çавăнпа çутçанталăк çинчен калакан тупмалли юмахсем вӗсем –​ авалхи çынсен тӗнче курăмне кăтартакан мифсен кӗске формисем пулса тăраççӗ. Тӗслӗхрен, «Асатте урхамахӗ çӗр кисретсе кӗçенет», «Пӳрт тăрринче папай кӗрлет», «Çулла асатте мӗкӗрет-вăрçать, хӗлле çывăрать»,​ «Çӳл тӳпере çӳрен ут кӗçенет». Ӗлӗкхи этемсен шухăшӗпе: «Аслати хăйӗн капăр урапипе, вичкӗн учӗсемпе пӗлӗт тăрăх кӗмсӗртеттерсе çӳрет, уй-хирсене çумăр парать, Шуйттана хăвалать. Ăна тивертме Аслати туррăн Çиçӗм те, Аçа чул та пур. Вăл вӗсене вирхӗнтерсе ярсан Тӗнче кисренет, Çӗр çурăлать». Аслати –​ Аслă Турă. «Вăл ырă та, хаяр та. Çӳлти тӗнчери турăсенчен ăна ытларах пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен ăна асăрхамасăр юлма çук: вăл кашни çуллах кӗрлет. Ялти çын ăна паянхи кун та «аслă атте», «аслă ати» е «тур мучи» тет. Çак шухăш йӗрӗ аслатипе çиçӗм çинчен калакан тупмалли юмахсенче упранса юлнă, вӗсем шăпах çав кӗске мифсем пулса тăраççӗ.
Аслатипе çиçӗм çинчен калакан тупмалли юмахсенче Тӗнче варри те палăрать: «Çеçен хир варринче ылтăн туя выртать» (Çиçӗм), «Çеçен хир варринче ылтăн юпа» (Çиçӗм).​ «Уй варринче ват юман, ват юманăн тăват турат, тăват туратра вун икӗ йăва, кашни йăвара тăватшар кăсăя, кашни кăсăйин çичшер чӗпӗ» (Çулталăк: уйăх, эрне, кунпа çӗр). «Çӗр варринче пӗр йывăç, йывăççин вун икӗ турат, туратсерен вăтăр çулçă» (Çулталăк: уйăх, кунсем). Тӗнче варрине тупмалли юмахсенче​ çеçен хир варри, хир, уй варри​ пек кăтартнă. Тӗнче варри чӗлхе, вӗрӳ-суру сăмахӗсенче тӗнче модельне çӳлтен аялалла каласа кăтартнă чух тӗл пулать: «Ылтăн йӗтем, ылтăн йӗтем çинче ылтăн юпа, ылтăн юпа çинче ылтăн йăва, ылтăн йăва çинче ылтăн çăмарта».

Çăлтăр
Çăлтăр çинчен калакан тупмалли юмахсенче çăлтăра çӳллӗ ту тăрринчи тимӗр юпа пек кăтартнă. Çӳллӗ ту​ –​ Ама ту сăнарӗ: «Çӳллӗ тăвăн тăрринче Тимӗр юпа ялтăртатса ларать» (Çăлтăр). Çӗр çинче пурăнакан çыншăн пуç тăрринчи тӳпе –​ питӗ çӳллӗ, çӳллӗ ту тăрри пек туйăнать. Пӗлӗт хӗррисем тӗнче хӗрринелле аялалла аннă пек туйăнаççӗ. Вара пӗлӗт, тӳпе çыннăн куçӗ умӗнче ту пек туйăнать. Çавăнпа текстсенче пӗлӗте, тӳпене ту тенӗ. Каласа кăтартакан тупмалли юмахсем хăйсем чӗлхе, вӗрӳ-суру сăмахӗсен тӗслӗхӗсем пек пулса тăраççӗ, тӗнче модельне ӳкерсе параççӗ: «Çеçен хир варринче çавра кӳлӗ, çавра кӳлӗ варринче ылтăн юман, ылтăн юман тăрринче ылтăн йăва, ылтăн йăвара ылтăн ăмăрт кайăк, ăмăрткайăк айӗнче вун икӗ çăмарта, вун икӗ çăмартаран аллă икӗ чӗпӗ тухнă, аллă икӗ чӗпӗ пӗр çулта виççӗр утмăл ултă çăмарта тунă» (Çулталăк: уйăх, эрне, кун). ​
Чăвашсен Уйăх çинчи мӗлке çинчен калакан миф анлă сарăлнă: тăлăх хӗр Уйăхран пулăшу ыйтнă та Уйăх ăна хăй патне анса илнӗ. Çавăнтанпа тăлăх хӗр Уйăх çинче тăрать. Асăннă сюжет Уйăх çинчен калакан тупмалли юмахсенче те аван ӳкерӗнсе юлнă: «Аслă улăхра Уйпике çӳрет», «Пушă хирте хӗрлӗ хӗр çӳрет», «Çеçенхирте хӗрлӗ хӗр çӳрет». Уйăх çинчи хӗр çинчен калакан миф тӗслӗхне илсе кăтартатпăр:
«Амаçури тăван мар хӗрне питӗ курайман тет. Хӗре тем тӗрлӗ асап кăтартса вӗлересшӗн пулнă тет хайхи. Пӗрре, усалсем тытчăр тесе, хӗре çур çӗр тӗлӗнче шыв ăсма кăларса янă тет. Çăлӗ инçе, Шуйттан варӗ тӗпӗнче пулнă, тет. Хăранипе хӗр чунтан макăрса çăлкуç патне çитнӗ. Çав самантра пӗлӗт айӗнчен уйăх курăнса кайнă тет.
– Уйăх-аннем, капла тӗттӗмре амаçуринчен нуша куриччен, сан пата çутта пырса уйăх чури пуласчӗ,​ – тесе йăлăнса макăрнă тет.​ Уйăх хӗре кӗвенти-качкипех хăй патне туртса илнӗ тет».

Çиçӗм
Аслатипе çиçӗм çинчен калакан хăш-пӗр тупмалли юмахсенче Вӗреçӗлен сăнарӗ тӗл пулать: «Çӗрпе пӗлӗт хушшинче вутлă çӗлен вăй вылять» (Аслатипе çиçӗм). Чăвашсем хушшинче вут тăкса пӗлӗтре вӗçсе пыракан Вӗреçӗлен çинчен халапланисем анлă сарăлнă: «Чăвашсем Вӗреçӗлен пур теççӗ. Вăл, вӗçен кайăк пек, çӗрле вӗçсе вут тăкса çӳренӗ теççӗ», «Вӗреçӗлен ахаль çӗлен манирлех пулать, кирлӗ чухне вăл çунатлă пулать, вӗçсе те çӳрет тет. Вӗçсе çӳренӗ чухне çӗрле вут хӗлхемсем кăларса çӳрет теççӗ; çавăнтан ăна Вӗреçӗлен иккенне пӗлеççӗ». Вӗре çӗлен вăл чăвашсен мифологилле ăнланăвӗнче –​ усал. Халăхра каланă тăрăх, Вӗреçӗлен вăл тӗттӗм пулсан вут тăкса вӗçсе килет. Сӗре хуйхăрса пурăнакан çын патне килет тет вăл. Вӗреçӗлен вăл хӗрарăм патне арçын пулса килет, арçын патне –​ хӗрарăм пулса килет тет. Кайран çав хуйхăракан çын Вӗреçӗлен килнипе чирлесе вилет тет. ​

Çумăр
Çумăр çинчен калакан тупмалли юмахсенче инçетрен килекен​ Ашапатман карчăкӗ тӗл пулать: «Ашапатман вӗçсе килет, акшар чулӗ тăкса килет» (Çумăр). Ăрăмçăсем, юмăçсем калакан сăмахӗсенче тӗл пулакан çын сăн-сăпатлă мифла тӗп сăнар: усса янă вăрăм çӳçлӗ, кӗмӗл пек шурă çӳçлӗ, пӗр куçлă, ылтăн пӗр шăллă ватă карчăк; вăл инçетрен: тинӗссем, вăрмансем, тусем урлă килет. Ырă тума ăна Вут Ама, Шыв Амăшӗ тата ытти те пулăшаççӗ (Ашапатман). Тупмалли юмахсен тексчӗсене тишкернӗ май тата çакă курăнать: чăвашсем шухăшланă тăрăх, çумăр тата çумăр пӗрчисем хăйне уйрăм савăтра упранаççӗ –​ çӳпçере е пичкере:​ «Мăн асаттен шыв çӳпçи тӳнсе кайнă (Çумăр). Çумăрăн савăчӗ пур». Çакă аслатипе çиçӗм, çумăр çинчен калакан мифсенче курăнать: «Чи малтан Аслати те, Çиçӗм те​ пулман тет. Çынсем иртӗхсе каясран Турă вӗсене мӗнпе те пулин хăратасшăн пулнă тет. Вара вăл Илья пророка тимӗр урапапа вут вӗçлӗ пушă панă тет. Илья пророк шыв патне кайнă чух тимӗр урапи питӗ хытă шалтăртатнă тет. Каялла килнӗ чух пичкинчен шывӗ тăкăннă тет. Лаши хăвăрт утайман пирки Илья пророк ăна вут вӗçлӗ пушшипе хăваланă тет. Çаксене çӗр çинче аслати авăтать, çиçӗм çиçет, çумăр çăвать теççӗ». Ку текстра эпир православи тӗнӗнчи Илья-пророк сăнарне куратпăр. Византирен Раççее килсе вырăс культури урлă Илья-пророк кульчӗ чăвашсен авалхи ӗненӗвӗпе çыхăннă. Халăх ӗненнӗ тăрăх, Илья-пророк вутлă лашасем кӳлнӗ урапапа пӗлӗт тăрăх кӗмсӗртеттерсе çӳренипе аслатипе çиçӗм пулать (Илья-пророк).

Асамат кӗперӗ
Чăвашсемшӗн Асамат кӗперӗ — Турă хӗрӗн пиçиххийӗ. Çакă авалтан килекен мифра аван упранса юлнă: «Асамат кӗперӗ карăнсан: «Туррăн хӗрӗ пилӗкне салтнă», — теççӗ. Пиçиххийӗ çавăн пек симӗсӗн-кăвакăн курăнать тет. Турăсене те, çынсене те çапла илемлӗн курăнса, хăй патне астарса илӗртсе тăрать тет. Анчах яхăнне ямасть тет, кам та пулин патнерех пырсанах пиçиххине пытарса хурать тет.
Туррăн хӗрӗ çав пиçиххине Çăварнирен пуçласа Мăнкунччен тӗртсе кăларать тет». Çак мифри Турă хӗрӗн пиçиххийӗ тупмалли юмахсенче лайăх курăнать. Унта Асамат кӗперне ытарлăн пиçиххи тенӗ. Акă тӗслӗхрен: «Аллă–кӗллӗ пиçиххине Атăл урлă ывăтрăм», «Пурçăн пиçиххи уй урлă», «Пӳрт тăрринче пурçăн пиçиххи».

Пӗлӗт
Уйăх çинчен калакан тупмалли юмахсенче ӗлӗк-авал пӗлӗт аялта пулни, çынсем ăна çӳлӗк вырăнне усă курни –​ çăкăр пӗçерсе кăларсан сивӗнме пӗлӗт çине хуни –​ палăрать: «Лаç тăрринче пӗр чăкăт» (Уйăх), «Пăлтăр тăрринче çур çăкăр выртать» (Уйăх), «Пӳрт çинче çăкăр выртать» (Уйăх), «Пӳрт тăрринче çур пашалу выртать» (Уйăх), «Пӳрт тӳпинче пӗтӗм çăкăр выртать» (Уйăх), «Ял çинче çур чăкăт çакăнса тăрать» (Уйăх). Чăвашсен хушшинче пӗлӗт малтан аял пулни çинчен калакан мифсем анлă сарăлнă. Акă, тӗслӗхрен: «Пӗлӗт тахçан ӗлӗк ку чухнехи пек питӗ çӳлте пулман тет, пӳрт-çурт, карта-хуралтă çийӗсене сӗртӗнсе иртсе çӳренӗ тет», «ӗлӗк пӗлӗт вăрăм çын пуçне перӗннӗ. Хăш-пӗр çынсемшӗн пӗлӗт çӳлӗк пек пулнă. Çынсем час-часах хăйсен япалисене пӗлӗт çине хăпартса хунă», «Чăваш хӗрарăмӗсем çăкăр пӗçернӗ те сивӗтме пӗлӗтсем çине хунă. Кайран çăкăра илме тесе ун çине таса мар пусма хунă. Пӗлӗтсем вара тасамара юратман, вӗсем тӳрех çӳлелле ухса (улăхса –​ Е.Ф.) кайнă». Хăйсен тӗп тӗллевне кура, тупмалли юмахсем пирӗн пата авалхи реликтсене, авалтан килекен космогонилле мифсен пайрăмӗсене илсе çитернӗ. Авалхи мифла сăнарсемпе е сюжетсемпе çыхăннă тупмалли юмахсем мифсене тӗплӗн пӗлме хистеççӗ, унсăрăн вӗсене ăнланма май çук.


(Вӗçӗ пулать.)

Елена ФЕДОТОВА (ЕРМИЛОВА),
филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ,
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ,
Шупашкар хули.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев