Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Турă çырнине Çурçӗр Кавказра тӗл пулнă

Чи малтан Тюмень пики куç хывнă чăваш каччи çине. Альберт Кольцов курортра та ирсерен чупма çӳренӗ. Çирӗп хул-çурăмлă чипер йӗкӗт питӗ килӗшнӗ куран çамрăк преподавателе – пӗррехинче сăмах хускатнă вăл каччăпа. Иккӗшӗ икӗ ушкăнра каннă, çавна кура пурӗ те виçӗ хут кăна тӗл пулайнă вӗсем. Анчах виçӗ тӗлпулу та пӗр-пӗрне чунтан юратнине ăнланма çителӗклӗ пулнă. Канса таврăнсан уйăх çурăран Альберт Кольцов Тюмене савнийӗ патне кайнă та тепӗр кунах çамрăксем хут уйăрттарнă.

«Сувар» хаçатăн чи çывăх тусӗсенчен пӗрне Альберт Кольцова пирӗн вулакансенчен нумайăшӗ аван пӗлет. Альберт Миронович акă ӗнтӗ 20 çул хушши, 2001 çултанпа, редакципе тачă çыхăну тытать: килсе çӳрет, хаçата статьясем çырса парать, кӗнекесем кăларать. «Хусанта тухса тăракан «Сувар» хаçатпа туслашсан хам та çырма пуçларăм», – тет ӗмӗр тăршшӗпе строительство енӗпе тăрăшса ӗçленӗ хисеплӗ ватă. Альберт Мироновича итлеме хуть хăçан та интереслӗ, мӗн кăна пӗлмест вăл. Унпа мӗнле темăпа калаçу пуçарсан та тем те каласа парать Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Малти Пукаш ялӗнче çуралса ӳснӗ йăхташăмăр.

Альберт Миронович мăшăрӗпе Нина Павловнăпа акă ӗнтӗ 30 çула яхăн Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнче пурăнать. Мăшăрӗ те хăй пекех питӗ тарават çын.
Мӗншӗн Кольцовсем пирки сăмах хускатрăмăр-ха паян? Сăлтавӗ пур. Çак кунсенче, тӗрӗсрех каласан октябрӗн 18-мӗшӗнче, Альберт Мироновичпа Нина Павловна пӗрлешсе çемье çавăрнăранпа 50 çул çитет. Çур ӗмӗр алла-аллăн тытăнса пурнăç çулӗпе юнашар утаççӗ вӗсем. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе нумай çул пурăнакан мăшăртан телейли тата кам пур-ши?
Ăçта паллашнă-ха Тюмень облаçӗнче çуралса ӳснӗ вырăс хӗрӗпе Хусанта ӗçлекен чăваш каччи? Тӗлӗнмелле пулин те Хусанта та мар, Тюменьте те мар – Çурçӗр Кавказра. Альберт Кольцов ун чух Хусанти стройтрестра ӗçленӗ, Нина Богданова вара Тюменьти ял хуçалăх институтӗнче студентсене вӗрентнӗ. 1971 çулта иккӗшне те йӗлтӗрпе чупакансен ăмăртăвӗсенче пысăк çитӗнӳсем тунăшăн Çурçӗр Кавказа пӗр уйăхлăха канма кайма путевка панă. Çавăнти Орджоникидзе (халь Владикавказ) хулинче паллашнă та икӗ çамрăк. Çав çынпа ӗмӗр ирттерме Турă çырнă-тăк, тăван çӗртен аякра та тӗл пулатăн çав ӗнтӗ пӳрнине.
Чи малтан Тюмень пики куç хывнă чăваш каччи çине. Альберт Кольцов курортра та ирсерен чупма çӳренӗ. Çирӗп хул-çурăмлă чипер йӗкӗт питӗ килӗшнӗ куран çамрăк преподавателе – пӗррехинче сăмах хускатнă вăл каччăпа. Иккӗшӗ икӗ ушкăнра каннă, çавна кура пурӗ те виçӗ хут кăна тӗл пулайнă вӗсем. Анчах виçӗ тӗлпулу та пӗр-пӗрне чунтан юратнине ăнланма çителӗклӗ пулнă. Канса таврăнсан уйăх çурăран Альберт Кольцов Тюмене савнийӗ патне кайнă та тепӗр кунах çамрăксем хут уйăрттарнă. Ку шăпах октябрӗн 18-мӗшӗнче пулнă. Декабрь вӗçӗнче вара Нина Павловна упăшки патне Хусана куçса килнӗ.
Çавăнтанпа килӗштерсе, пӗр-пӗрне çур сăмахранах ăнланса пурăнаççӗ Кольцовсем. Хӗрпе ывăл çуратса ӳстернӗ. Альберт Мироновичăн пӗрремӗш мăшăрланура çуралнă аслă хӗрне те хăйӗн ачи пекех юратнă Нина Павловна. Кольцовсен 4 мăнук, кӗçӗн мăнукӗ те пур. «Нумай çул пӗрле килӗштерсе пурăннин вăрттăнлăхӗ мӗнре-ши?» – тесе ыйтсан Альберт Мироновичпа Нина Павловна харăс тенӗ пек:
– Пӗр-пӗрне хисеплемелле, кирлӗ чух хăвăн шухăшу тем пек тӗрӗс тесе шутлатăн пулсан та мăшăрун кăмăлне те йышăнма пӗлмелле, – терӗç.  
Альберт Мироновичпа Нина Павловнăна ылтăн туй ячӗпе саламласа пӗр-пӗринпе юнашар тата та нумай-нумай çул чирлемесӗр пурăнма сунатпăр!


Кольцовсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: золотая свадьба

2
X