Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Турцири çынсемшӗн чӗре ыратать

Унти хамăн юлташсене шăнкăравласа халсене ыйтса пӗлтӗм. Кам пултарать – гуманитари пулăшăвӗ пуçтарать.

Булент Байрам профессор Адына хулинчен, çӗр чӗтревӗ вӗсен хулине те аркатнă. Телее, унăн тăванӗсем хушшинче вилнисем çук. Анчах та Турцири виçӗ хула пӗтӗмпех арканнине шута илсен – трагеди масштабӗсене Арменири çӗр чӗтревӗпе танлаштарма пулать пулӗ. Ун чухнехи инкек 21 хулапа 324 яфла пырса тивнӗ, 25 пин ытла çын вилнӗ.

Кун пек масштаблă инкек чухне нумай çын вилни гуманитарилле кризис патне илсе çитерет. Службăсем ӗçлесе ӗлкӗреймеççӗ. Мӗншӗн тесен кунашкал çут çанталăк пулăмне никам та кӗтмест, ун патне хатӗрленме май çук.

Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов республика Правительствине Турцире пурăнакансем валли гуманитари пулăшăвӗ пухма хушнă. Йӗркелӳ ыйтăвӗсен кураторӗ Лейла Фазлеева вице-премьер. Турцин генеральнăй консулӗпе пӗрле вăл республикăри предприятисем чи кирлӗ япаласене пуçтарассине тимлесе тăрӗ.

Пулăшас текенсемшӗн ятарлă счет уçнă.

Реквизитсем:

Благотворительный фонд «АК БАРС СОЗИДАНИЕ» ОГРН 1061600052425 ИНН/КПП 1658079690/165701001 р/с 40703810100020000999 в ПАО «АК БАРС» БАНК БИК 049205805 К/с 30101810000000000805 Назначение платежа: Помощь жителям Турции

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев