Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУРИ ÇӖНЬЯЛ «КУЛИБИНӖ»

Элкел районӗнче пурăнакан Николай Мурзаков хăйех тӗрлӗ техника пуçтарать

Районта иртекен ял хуçалăх техникин куравӗсенче чаплă та хăватлă трактор-машинасемпе пӗрле кашнинчех вырăнти «Кулибинсен» хăйсем ăсталанă машинисем, мотоблокӗсем тата ытти агрегатсем те тăраççӗ. Куракансем шăпах çавсем патӗнче йышлăн: вӗсем техникăна еплерех пуçтарнине питӗ тӗплӗн сăнаççӗ, хуçисене нумай ыйту параççӗ, пӗрле сăн ӳкерӗнеççӗ. Çавнашкал техника пуçтаракансенчен пӗринпе çывăхрах паллашас тесе нумай пулмасть ир-ирех эпир Анат Çӗньял ялне çитрӗмӗр.

 

Пӗрремӗшӗ – снегоход


Мурзаковсен çуртне тӳрех туп­рăмăр – хапхи умӗнче утă тиенӗ ытти техникăран самай уйрăлса тăракан грузовик тăратчӗ. Каярах паллă пулнă тăрăх, грузовик мар иккен – трактор. Çемье пуçӗ Николай Александрович, унăн мăшăрӗ тата мăнукӗ хăйсем ăсталанă виçӗ шăллă сенӗкпе утă пушататчӗç.
Районӗпех паллă «Кулибин» Коля пичче калаçма юратакан çын иккен. Пире, журналистсене, тата мӗн кирлӗ? Вăл хăй ăсталанă кашни агрегат çинченех тӗп­лӗн каласа пачӗ, кашнин хăйӗн историйӗ иккен тата.
– Эп хам алăпа пуçтарнă техникăран пӗрремӗшӗ вăл – кабинăллă снегоход. Ăна 1987 çулта юрăхсăра тухнă автомобильтен пуçтартăм, «Планета-5» мотоциклăн моторне лартрăм, – каласа парать Коля пичче.
– Мана çав снегоходпа пӗрре мар 16 километрта вырнаçнă Анат Элкелне шăл тухтăрӗ патне илсе кайса килнӗччӗ. Хăвăрт та, меллӗ те, – калаçăва хутшăнать мăшăрӗ Зоя Михайловна.
Çулталăкран мотоциклет моторӗллӗ мотоблок «çут тӗнчене килет». Каярах унран çӗрулми лартма, купалама, кăларма, утă çулма пулăшакан тӗрлӗ насадкăллă мини-трактор тунă ăстаçă.
– Ялта мотоблок питӗ кирлӗ япала. Выльăх усракансене – пушшех те. Анчах та вăл çаврăнăçусăртарах çав. Çавна пула эпӗ пӗчӗкрех лаптăксенче ӗçлеме мотобур редукторӗпе усă курса культиватор пуçтартăм, – ăнлантарать Коля пичче.

 

«Мустанга» итлеттереймен


Хăйӗн чи пысăк изобретенине Николай Александрович чӗрӗк ӗмӗр каялла «ВАЗ» автомобилӗн двигателӗпе, юрăхсăра тухнă комбайнсен икӗ швеллерӗн рамисенчен, «ВАЗ» тата «ЗИЛ-130» автомобильсен передачăсен коробкинчен пуçтарнă.
– Карапа мӗнле ят паратăн, вăл çапла ишет. Малтанах трактора «Мустанг» ят парас терӗм.  Анчах та мустанг вăл кăра, тытса чарма çук лаша вӗт. Эп пуçтарнă техника та мана итлес темерӗ. Пӗр-ик уйăхран хамăн трактора «Мурзтанк» («Мурзаков танкӗ» тенинчен кӗскетсе) тесе ят патăм. Çавăнтанпа вăл йӗркеллех ӗçлет, регистраци туса свидетельство та илтӗм, – каласа парать Н.Мурзаков.
Тӗттӗм ялта ылтăн алăллă ăста ăçтан пулма пултарнă-ха, çак ӗçе кам вӗрентнӗ ăна?
– Атте çемьерен кайнă чух эпӗ пӗчӗккӗ пулнă-ха. Анчах та ăна астăвакансем вăл пур ӗçе те маçтăр пулнă теççӗ. Çав ăсталăх унран мана та куçнă курăнать – шкул пӗтерсен эпӗ Теччӗри совхоз-техникума механике вӗренме кайрăм, – ашшӗпе çыхăннă пулăма ăшшăн аса илет Коля пичче. Вăл çартан таврăнсан ашшӗне курма Абакана кайса килменшӗн паян кун та кулянать, ашшӗ сарăмсăр вилсе кайнă иккен.
– Николай техникумра пирӗн районтан вӗренекенсенчен пӗртен-пӗр механикчӗ, ыттисем агроном специальноçне алла илетчӗç. Эпӗ Теччӗри педучилищӗре вӗренеттӗм. Мана Коля мӗншӗн агронома мар, механике вӗренни питӗ кăсăклантаратчӗ. Акă ӗнтӗ 37 çул пӗрле пурăнатпăр, çав ыйту çине вăл сăмахпа мар, ӗçпе хуравлать, – калаçăва ăшшăн хутшăнать Николай Александровичăн мăшăрӗ.

Хӗрӗсем те машина юсаççӗ, мăшăрӗшӗн те трактора тапратасси ним те мар
Зоя Михайловна пире туй хыççăн малтанхи вăхăтра ху­ня­мăшӗ ывăлӗ хăйӗн ти­мӗр-тă­мăрӗсемпе çӗр каçа аппаланса ан лартăр тесе гаража çăрапа питӗрсе илни пирки те каласа пачӗ. Çамрăк çемьере умлă-хыçлă икӗ хӗр – Настя тата Тоня – çуралнă. Тем те пӗр ăсталама кăмăллакан ашшӗ хӗрӗсене арçын ачасем пек воспитани парса ӳстернӗ: кашни техника пирки тӗплӗн каласа панă, хăй механикре ӗçлекен совхоз базине экскурсие илсе çӳренӗ... Шкул пӗтернӗ çӗре хӗрӗсем куç хупса розетка салатса пуçтарма, утюга, кӗпе çăвакан машинăна юсама пултарнă.
Анат Çӗньял «Кулибинӗн» ӗçне тăсакансем те пур. Николай Александрович темиçе çул ялти шкулта та ӗçленӗ иккен. Вӗрентекенре тăрăшнă чух ял ачисене ал айӗнчи япаласенченех тем те пӗр ăсталама хăнăхтарнă. Хăш-пӗрисем хăйсен вӗрентекенӗ патне шăнкăравласа паян кун та сӗнӳ-канаш ыйтаççӗ-ха. Вӗренекенӗ пулнă, тахçанах хăйӗн ӗçӗнче мастер ятне илнӗ, çывăхри районсенче пурте паллакан Николай Егорова Коля пичче хăйӗн ачине юратнă пек юратать. Николай халь икӗ контурлă котелсене пăхса тăракан специалист, çывăхри темиçе района тимлет. Вӗрентекенӗн схемисемпе чертежӗсем тăрăх вăл снегоход пуçтарнă та ӗнтӗ.
Кивӗ техникăран мӗн-тӗр çӗнни ăсталас, ял ӗçне çăмăллатас ăнтăлăвӗ Коля пиччен мăшăрне те куçнă ахăр: хӗрарăм пулсан та хăюллăнах трактор рулӗ умне ларать вăл, упăшки çук чух «Мурзтанкăн» электропралукӗнчи контакта туххăмрах çыхăнтарать. Мăнукӗ Артем та кукашшӗнчен юласшăн мар пулас. Вăл пире хăй велосипед валли ăсталанă конструкципе паллаштарчӗ. Урапана велосипед хыçӗнчи хăйне евӗрлӗ механизмпа çыхăнтарнă. Çăл патне çакнашкал урапаллă  велосипедпа пӗрре кайса 40 литр шыв кӳме пултарать вăл, кукамăшӗн кӗвентепе витресем йăтса таçта çити утмалла та мар капла.

 

Сивӗ шкула та ăшăтнă
Н.Мурзаковăн пӗлӗвӗпе ăста­лă­хӗ кулленхи пурнăçра яланах кирлӗ. Акă ӗнтӗ чӗрӗк ӗмӗре яхăн вăл ялти пуçламăш шкулта кочегар пулса ӗçлет. Малтанхи вăхăтра нумай кăмрăкпа хутсан та шкул çурчӗ ăшăнман. Мӗн тăвăн, шкулӗ кивӗ, йывăçран тунăскер, революцичченхиех темелле. Тепри пулсан алне сулӗччӗ те ӗçӗ пӗтӗччӗ. Анчах Коля пичче мар. Вăл хутмалли системăна пăсса çӗнӗрен йӗркеленӗ, çӗнӗ котел туса лартнă. Çавăн хыççăн хӗллехи шартлама сивӗсенче те кивӗ шкулта ăшă пулнă. Каярах пӗлӳ çуртне газпа хутма тытăннă. Ăстаçăшăн çӳллӗ мăрье тăвасси те ним те мар. Ăна вӗт тата комисси килнӗ çӗре çулсерен шуратмалла. Кунта та аптраса тăман Коля пичче: «ЗИЛ-130» машинăн тормоз камеринчен краскопульт ăсталанă. Унпа вăл мăрьене темиçе минутрах сăрласа хурать, çитменнине çак меслетпе сăрӗ те сахалтарах каять.
Тем те ăсталама пултаракан Николай Мурзаков хăйӗн çитӗнӗвӗсем çинче чарăнса тăрасшăн мар-ха: нумай пулмасть хăйӗн YouTube-каналне уçнă. Унта вăл куракансене хăйӗн нумай çул пухнă опычӗпе паллаштарать. Каналăн подписчикӗсем хальлӗхе нумай мар-ха. Анчах та хăйӗн ӗçне чунтан парăннă çыншăн ку чи кирли-им-ха?

Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев