Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тури Услон районӗнчи Ямпулатра Совет Союзӗн Паттăрне Семен Коновалова халалласа мемориал комплексне уçнă

Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 77 çул çитнине халалланă уяв çывхарнă май, Тури Услон районӗнчи Ямпулатра Совет Союзӗн Паттăрне Семен Коновалова халалласа мемориал комплексне чаплă лару-тăрура уçнă. Мероприятире паттăрăн хӗрӗ Ирина Бродская, ТР Премьер-министрӗн çумӗ Роман Шайхутдинов, район пуçлăхӗ Марат Зиатдинов, ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин коллективӗ хутшăннă.

Шăпах Александр Шадриков ертсе пыракан ведомство пуçарăвӗпе тата тӗрев панипе çак комплекс Ямпулатра ӳссе ларнă та.

«Малтанхи обелиск çине куççульсӗр пăхма çукчӗ, - терӗ пирӗн корреспондента ТР Экологи министерствин аппарат ертӳçи Алексей Сарафанов. - Пирӗн министерство коллективӗ питӗ туслă, пӗрлехи ӗçсене кӳлӗнме хăнăхнă эпир. Кӗске вăхăтрах мӗн шутланине йăлтах ӗçе кӗртрӗмӗр. Кунта та айккинче пăхса тăракансем пулмарӗç.»

Ямпулатри мемориал комплексӗнче экологсем Т-64 танк, Семен Коновалов бюстне, ял хутлăхӗнчен вăрçа тухса кайнă çынсен ячӗ-хушамачӗсене çырнă гранит плитасене вырнаçтарнă. Ямпулат, Крестниково, Кызыл Яр ялӗсенчен вăрçа 220 çын тухса кайнă.

Коновалов танкист паттăрлăхӗнчен вăрçă вăхăтӗнче танкистсем хушшинче никам та иртеймен. 1942 çулхи июлӗн 13-мӗшӗнче КВ-1 танк экипажӗпе пӗрле çапăçăва кӗрсе вăл тăшманăн 16 танкне аркатнă. Çавăнпа пирӗн ентеш çинчен «Несокрушимый» илемлӗ фильм ӳкернӗ те. Çакă мемориал комплексне тăвакансене хавхалантарман мар. Тӗнчен иккӗмӗш вăрçи вăхăтӗнче пирӗн асаттесемпе мăн асаттесем кăтартнă çар паттăрлăхӗ çинчен, ирӗклӗхпе тăнăçлăх мӗн хака кайса ларни çинчен пирӗн нихăçан та манас марччӗ. Паянхи нацизм çӗнӗрен пуç çӗкленӗ лăпкă мар вăхăтра çакă уйрăмах пысăк пӗлтерӗшлӗ. Историе пӗлмелле тата çак пӗлӳпе астăвăма ăруран ăрăва парса пымалла.

Роман Шайхутдинов республика ертӳçисен ятӗнчен ветерансемпе тылра ӗçлекенсене тав сăмахӗсем каланă тата çӗнтерӳшӗн тăрăшнă паттăр ентеше çуратнă Ямпулат çӗрне.

«Çак комплексран эсир вăй илсе хамăр çӗршывăн патриочӗсем пуласса шанатăп», – тенӗ вице-премьер.

Фронта кайнă ентешсен гранит плитисем çинчен пӗркенчӗке Марат Зиатдинов, Роман Шайхутдинов, Александр Шадриков тата Ямбулат ял хутлăхӗн ертӳçи Артем Макаров сирнӗ. Совет Союзӗн Геройӗн Семен Коноваловăн бюстне хупланă пӗркенчӗке унăн хӗрӗ Ирина Бродская тата Семен Васильевичăн паттăрлăхӗ çинчен каласа паракан «Танго над пропастью» кӗнеке авторӗ Владимир Кашкаров сирнӗ.

Тутарстанри чăвашсем те çак мемориал пултăр тесе айккинче юлман. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Артем Макаров пурне те пулăшнăшăн тав тунă, уйрăмах вырăнти çамрăксене. Тури Услон районӗн Благочиннăйӗ Пимен мемориала светить тунă. Культура ӗçченӗсемпе ачасем уяв концерчӗ кăтартнă.  

Аслă çӗршыври пиншер обелиск пире иртнӗ юнлă вăрçă çинчен аса илтерет. Иртнине астуса тăрасси вăл пирӗн паянхи тивӗç, ачасене патриотла воспитани парса пирӗнсӗр пуçне никам та ӳстермӗ. Вăрçă хирӗсенче пуçне хунă, Çӗнтертӳпе каялла таврăннă пӗр çынна та манма юрамасть. Япулатри мемориал комплексӗ çакна çирӗплетсе тăтăр. Çапла пултăр! 

ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев