Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тус-тăвана халалланă альбом

Апрелӗн 25-мӗшӗнче ZAKARIA фолк-ушкăн «ДусТуган» çӗнӗ альбомӗн хăтлавне MOÑ театр площадкинче ирттернӗ

Апрелӗн 25-мӗшӗнче ZAKARIA фолк-ушкăн «ДусТуган» çӗнӗ альбомӗн хăтлавне MOÑ театр площадкинче ирттернӗ

 Çакăн пек хумхануллă меропияти умӗн артистсем «Татар-информ» информаци агентствинче пресс-конференци ирттерчӗç. Ансамбль ертӳçи, искусствоведени кандидачӗ, Н.Г.Жиганов ячӗллӗ Хусан патшалăх консератрийнчен вӗренсе тухнă Лилия Зиганшина, Мария Стукалова журналистсене хăйсемпе çывăхрах паллаштарчӗç. Паллах, ушкăнăн ячӗпе интересленекенсем сахал мар — мӗншӗн арçын ятне панă, ансамбльте хӗрсем çеç, 2017 çулта йӗркеленнӗренпех çапла. Мӗне пӗлтерет ку ят?

Хуравӗ ансат пулчӗ: тӗрлӗ наци студенчӗсенчен пуçтарăннă ушăкăнăн репертуарти ача вăййинче юрлакн «Кария-Закария» пулнă иккен. Çакнашкал юрă тӗрӗксен çеç мар, финно-угорсен те пулнă, ислам тӗнӗнче Закарий ятлă пророк та пулнă. 

Çӗнӗ альбома 8 юрă кӗнӗ, итлесе курнисем ăна: «Тутарстанра та Раççейре те кун пекки пулман, уникаллă», — тесе мухтаççӗ. Масштабӗпе илсен те альбом калама çук анлă: Оренбург тутарӗсен, нагайбактсен, лямбирсенчи тутар-мишарсем, çӗпӗр тутарӗсем ногай-карагасен, Пермь тутарӗсемпе крешӗнсен юррисем кӗнӗ. 2023 çулта «Уз телем» конкурса хутшăнса 255 пин тенкӗ çӗнсе илни çак альбома çырма май панă.

Хăтлава хӗрсем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Халиччен конценртсенче хăйсем ăнкарса калаçса татăлса хусканусем тунă-тăк, хальхинче вӗсемпе Давлет Гумеров хореограф ӗçленӗ. Хӗрсемпе паллă тутар юрăçӗ, битмейкер Ильгиз Шайхразиев тата музыкант Ислам Валеев çӗнӗ альбомăн хăтлавӗнче пулнă.
Пресс-конференцире ZAKARIA тӗрлӗ наци халăхӗсен юррисене пухса альбом кăларасси пирки те, çывăх регионсене концертсемпе тухасси çинчен те ӗмӗтленсе калаçрӗç. Пӗрер çаврăм тутар, мордва, чăваш юррисене акапеллăпа юрласа кăтартрӗç.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура