Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУСЛĂ КЛАСĂН ВĂРТТĂНЛĂХӖ МӖНРЕ?

ТР Вӗрентӳ тата наука министерстви пуçарнă республика шайӗнчи конкурс VI хут ашшӗ-амăшӗсен комитечӗсене вăй виçтерет

Иртнӗ эрнекун Хусанта Советски районӗнчи 183-мӗш номерлӗ гимназире «Чи туслă класс» конкурсăн зонăри тапхăрӗ иртрӗ. Хусанăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен çичӗ вӗрентӳ учрежденийӗ пухăннă кунта. Шкул çеç-и? Хастар классенче вӗренекен пултаруллă ачасен ашшӗ-амăшӗсем те кунтах. Чăннипе конкурсра ашшӗ-амăшӗсен комитечӗ шкулпа мӗнле туслă, ăнăçлă  ӗçленине хакласа çӗнтерӳçӗсене палăртӗç.  Мӗншӗн тесен 2017 çулта «Чи туслă класа» пӗрремӗш хут йӗркеленӗ чухнех ТР Вӗрентӳ тата наука министерстви çак конкурс ашшӗ-амăшӗсен комитечӗсене шкулпа тачă хутшăнса ӗçлеме хавхалантаракан мероприяти пуласса палăртнă. Вырăнсенче иртекен конкурссен çӗнтерӳçисем республика шайне тухса пӗр-пӗринпе ăмăртаççӗ. 2022 çулта Тутарстанри 25 район хутшăннă конкурса. Зонăсенчи тапхăрсем хыççăн 27 шкулăн ашшӗ-амăшӗ вăй виçнӗ. Çулран çул конкурса хутшăнакансен шучӗ ӳсет. 

Советски муниципаллă район администрацийӗн вӗрентӳ уйрăмӗн тӗп специалисчӗ Мария Михайловна Подогова пире çак кун конкурса хутшăннисем çинчен каласа пачӗ: «Форватер» ятлă 78-мӗш лицей, 116-мӗш лицей, 170-мӗш шкул, 155-мӗш гимнази, Мускав районӗнчен «Гармония» ятлă 20-мӗш гимнази тата «Бионика» ятлă 188-мӗш номерлӗ гимнази хутшăннă. Паллах, зонăри конкурса хăй патӗнче йӗркелекен 183-мӗш гимнази  çитӗнӗвӗсемпе анлăн паллаштарать. Çакна та каласа хăварас килет, конкурс çулсерен иртет, анчах унăн теми улшăнать. Пӗлтӗр вăл цифровизаципе çыхăннăччӗ-тӗк, кăçал ăна Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне халалланă». 

Конкурса хутшăнакансен умне тăратнă пӗрремӗш ыйту – шкулăн ӗçӗ-хӗлне, класри ачасен интересӗсене илемлӗн кăтартса кӗтес йӗркелесси. Жюри пайташӗсем чи малтанах çавсене пăхса тухрӗç. Çакăнпах çырлахмарӗç, курни-каласа панипе чăннипех интересленсе ыйтусем параççӗ. Куравсем чăнах та кăсăк – 170-мӗш шкулăн стенчӗ, сӗтелӗ историпе çыхăннă, 78-мӗш лицей, хоспис çывăхӗнче ларнипе-тӗр, хосписа пулăшу кӳме тăрăшать. 188-мӗш лицей «Бионика» экологи темине анлăн çутатнă. 155-мӗш гимназин кил-çурт хăтлăхне халалланă кӗтесӗнче пулма та интереслӗ. Каларăмăр ӗнтӗ, 183-мӗш номерлӗ гимназин 8-мӗш «а» класӗнче вӗренекенсен кӗтесӗнче уйрăмах кăсăк: ӗç урокӗнче арçын ачасем тӗпелте усă курма хăмасем эрешлесе ăсталаççӗ иккен, шахматла вылякансене парне – шахмат кӗлеткисене матрешкăсем пек касса кăларнă. Илем конкурсӗсенче çӗнтерекенни ӗлккен диадемăсем илсе пынă, жюри пайташӗсене китайла та юрласа пачӗç (гимназире китай чӗлхи те вӗрентеççӗ) тата, тата... – мӗнпе кăна интересленмеççӗ ачасем! 

Вӗренекенсемпе ашшӗ-амăшӗ (мӗн пытармалли, ытларах амăшӗсем) пӗр пек футболкăсем тăхăннă – пӗр команда (урăхла пулать-и?). Юрласа, флэшмобпа кӗтсе илчӗç вӗсем жюрие. 

Гимнази директорӗ Светлана Асхатовна Галинова çак класа ырласа калаçрӗ, ачасем пурте пултаруллине, нумай пӗлме юратнине тата çак класăн ашшӗ-амăшӗсен комитечӗ яланах шкулпа пӗр-пӗрне ăнланса ӗçленине, вӗренекенсене пулăшнине каласа пачӗ. Директор хитре сăмахшăн  каламарӗ çакна, шанатпăр. Мӗншӗн тесен сăн ӳкерӗнме ыйтсан та вăл хăйӗн вӗренекенӗсемпе, ашшӗ-амăшӗпе пӗрле ӳкерме ыйтрӗ.

Шкулăн пысăк акт залӗнче конкурсăн тӗп пайӗ иртрӗ. Унта маттур чăваш каччи, 20-мӗш  гимназире вӗрентекен  Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йлмелре çуралса ӳснӗ Алексей Патрин хутшăнчӗ, чăвашсен Акатуйӗпе паллаштарчӗ вăл куракансене. Командăсем хăйсемпе паллаштарчӗç, конкурсăн кашни хушăвне тӗплӗн, пуринчен лайăх пурнăçлама тăрăшрӗç. Ăмăртуçăсене кантарма ачасен юрă-ташă номерӗсене программăна кӗртни хумханăва чакарчӗ, уяв кăмăл-туйăмне вăратрӗ.

Хусан зонин конкурс тапхăрӗнче 183-мӗш гимнази çӗнтерчӗ. Малта – республикăри ӗçтешӗсемпе тӗл пуласси, тупăшасси.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев