Сувар

Туслă пурнăçăн вăрттăнлăхӗ пӗр-пӗрне савма пӗлнинче

Ырă кăмăллă хӗрарăмпа Нина Федоровна Шадриковăпа тӗл пулсан сăмах çăмхине сӳтмесӗр пăрăнса кайма çук. Унăн ырă пурнăç тӗслӗхӗ, чун-чӗринчен тухакан хӗрӳллӗ юратăвӗ, тӗреклӗ çемйи кирек кама та тӗлӗнтерет.

1955 çулта Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районне кӗрекен Кивӗ Улхаш ялӗнче Федор Петровичпа Вера Прокопьевна Талягинсен туслă та йышлă çемйине «çӗнӗ кайăк» вӗçсе килнӗ. Ашшӗпе амăшӗ чакăр куçлă хӗрпӗрчине Нина ят хунă. Юратнă тӗпренчӗкӗ тăрăшуллă та ӗçчен хӗр пулса çитӗннӗ. Пултаруллă та хастар, çепӗç те сăпайлă Нина ыттисенчен çирӗп кăмăлпа уйрăлса тăнă. Сакăр ачаллă çемьере ӳснӗскер, çамрăклах ӗçе кӳлӗннӗ, пӗртăванӗсене вăй çитнӗ таран пулăшнă. Çавăнпа та пулӗ 10 класс пӗтернӗ хыççăнах вăл Ульяновскри автозавода ӗçе вырнаçнă.

Турă çырни – Алешкин Саплăк каччи
Пăрчăкан пек правур хӗр ют хулара та çухалса кайман. Унăн ӗçченлӗхне, тараватлăхне пуçлăхсем те, ӗçтешсем те самантрах асăрханă. Ахальтен мар хӗрӗн сăнӳкерчӗкне Хисеп хăми çине çакнă, ӗçри çитӗнӳшӗн нумай хутчен Тав çырăвӗ, Хисеп хучӗ илме тивӗçнӗ вăл.
Шавлă хула пурнăçне хăнăхса çитнӗ кăна хӳхӗм сăн-питлӗ Нина – шăпа ăна Алешкин Саплăк ялӗн чипер каччипе Валерий Шадриковпа паллашма пӳрнӗ. Шăпах Ульяновск хули вӗсен малашнехи кун-çулне татса панă та. Çамрăксен чӗрисенче юрату туйăмӗ хӗмленме тытăннă. Пӗр-пӗринсӗр пурăнма май çуккине ăнлансан вӗсем хутшăнусене паспорт çине штамп лартсах çирӗплетнӗ, çын тӗлӗнмелле туй кӗрлеттернӗ. Пӗрлешнӗ хыççăн çамрăк мăшăр Алешкин Саплăк ялне, Шадриковсен çуралнă кӗтесне куçса килнӗ.

Яла суйланă
Нумай çамрăк хулана туртăнать пулсан – Валерипе Нина вара пачах урăхла. Вӗсене сарăлса ӳсекен ыраш пусси, вӗлле хурчӗсем сырса илнӗ чечеклӗ улăх-çаран илӗртет, хавхалантарать… Валерий Александрович Алешкин Саплăк шкулӗнче физика учителӗ пулса ӗçлеме пуçлать. Нина çыпăçуллă аллипе хуçалăхра тирпей-илем тăвать, пахчара куçа илӗртекен чечексем лартса ӳстерет. Шадриковсен йышлă çемйи те çамрăк кинне пӗрре курсах ăшă кăмăлпа, тарават чунпа йышăнать. Çапла çамрăк мăшăр ӗмӗрех пӗр-пӗрне юратма тупа туса пурнăçăн анлă çулӗпе утма пуçланă. Кашни илемлӗ кунпа савăнса, малашлăха çутă шанăçпа пăхса пурăнаççӗ…

Пӗр ывăл та икӗ хӗр
Юратупа чăмăртаннă çемьере малтан ывăл ача çут тӗнчене килнӗ. Кантăкран кӗрекен хӗвел шевли пек çамрăксен пурнăçне çутатса ярать, иксӗлми телей парнелет. Валерий Александровичпа Нина Федоровна ывăлне Александр ят панă. Ашшӗпе амăшӗ çак вăхăтра шутлама та пултарайман пулӗ ывăлӗ ăслă, пултаруллă çын пуласса. Ун пирки каярах тӗплӗн çырса пӗлтерӗп, хаклă вулаканăм. Халь вара тимлӗн малалла вулар.
Тата икӗ çултан çамрăк çемьере хӗр пӗрчи те çуралнă. Ăна кукамăшӗн ятне хунă – йăл кулăллă пӗчӗк хӗрне Верук тесе чӗнеççӗ. Малтан ӗненӳ çуралнă пулсан, кайран çемьене шанчăк килнӗ. Ашшӗпе амăшӗ чăтăмсăррăн кӗтнӗ тепӗр пепкине Надежда ят панă.
Эх, мăнтарăн анне чӗри! Çемьере хуть те миçе ача çитӗнсен те – пӗрре-иккӗ е пиллӗк-улттă – амăшӗн чӗри пурне те пӗр пек юратать, йăпатать, ачашлать, ыррине çеç сунать. Анне юратăвӗ тинӗс пек тарăн, уй-хир пек анлă. Нина Федоровна та пӗтӗм чун-чӗре ăшшине, юратăвне урамра вылякан Сашăна, пукане пек Верукне тата сăпкара выртакан Надьăна парнеленӗ. Çемье хӗллехи каçсенче, çуллахи кунсенче, уявра та яланах пӗрле пулнă, аслисем пепкисем тӗрӗс-тӗкел çитӗннӗшӗн чунтан савăннă.

 Инкек куçа курăнса килмест çав...
Шел, анчах та кӗçӗн хӗрӗн, Надьăн, ӗмӗрӗ питӗ кӗске пулнă: унăн пурнăçӗ çичӗ çулта чухнех инкеклӗ лару-тăрура татăлнă… Пӗррехинче Нина Федоровнăпа Валерий Александрович инçетри тăванӗсем патне хăнана кайма тухнă. Хăйсемпе пӗрле чӗвӗлти чӗкеç сассиллӗ кӗçӗн хӗрне те илнӗ. Çул çинче машина кӗтсе тăнă чух вӗсем çине ӳсӗр пуçпа руль умне ларнă водитель пырса кӗнӗ. Пӗчӗк Надьăн çав самантрах чӗри тапма пăрахнă, чакăр куçӗсем ӗмӗрлӗхех хупăннă...
– Паянхи кун та аварире аманнипе сурансем канăç памаççӗ, ыратаççӗ. Аманнă чун вара пушшех те… – шывланнă куçпа иртнине аса илсе калаçать Нина Федоровна.
Вӗсем пысăк хуйхă хыççăн темле йывăр пулсан та ура çине тăма вăй-хал çитернӗ. Малалла пурăнмалла вӗт. Сашăпа Верăна тӗрӗс ăс-тăн парса, патшалăха юрăхлă çынсем туса ӳстернӗ.

Малтан – район пуçлăхӗ, унтан – министр
Маттур çынсен ачисем те çивӗч ăс-тăнлă пулаççӗ çав, район ятне çӳле çӗклеççӗ. Аслине, Александр Валерьевича, республика шайӗнче çеç мар, тулашӗнче те пӗлмен çын сахал пулӗ. Эпир ăна Çӗпрел районӗн пуçлăхӗ  пек те пӗлетпӗр. Вăл пуçлăхра тăрăшнă çулсенче район çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ турӗ, йӗри-тавра тирпей-илем хуçаланчӗ. Александр Шадриков тунă ырă ӗçсем районта паянхи кун та куç умӗнче. Хастар ертӳçӗн пултарулăхне, тăрăшулăхне, ăс-тăнне курса çӳлтисем маттур чăваш ачине Тутарстан Республикин экологипе çут çанталăк ресурсӗсен министрӗ пулма çирӗплетрӗç. Пӗлтӗр вăл наукăсен кандидачӗн диссертацине те ăнăçлă хӳтӗлерӗ.
Шадриковсен хӗрӗ, Вера, Хусанти строительство компанийӗн уйрăм ертӳçин çумӗ. Амăшӗ пекех ăшă кăмăллăскер, ӗçтешӗсен хушшинче  кӗске вăхăтрах хисеп çӗнсе илнӗ.
Тӗлӗнмелле, анне ырă пулни ачасемшӗн пурнăçра чи пысăк пиллӗх. Хӗрарăм пурнăç çине тӗрӗс куçпа пăхни, çутă шухăшсемпе пурăнни çемьене çӳллӗ ту çине те хăпартма пултарать. Тӗлӗнмелле вăй-хăват, çӳл тӳперен анакан çутă, телейлӗ малашлăх уçса парать. «Ачасем ытларах амăшӗн кăмăл-туйăмне курса ӳснӗ. Эпӗ яланах ӗçре пулнă», – тет мăшăрӗ кулкаласа.

Килӗштерсе пурăнни – телей вăрттăнлăхӗ
Валерий Александрович кун-çулӗн пысăк пайне Алешкин Саплăк вăтам шкулӗнче ӗçлесе ирттернӗ. Çитӗнекен ăрăва физика, информатика предмечӗсене чунне парса вӗрентнӗ. Шкулти лаборатори пӳлӗмӗ те вăл тăрăшнипех пуянланнă, ачасене тарăн пӗлӳ илме хăтлă майсем туса панă. Чун ăшшипе тулнă кабинет паянхи кун та шкул ачисене нумай çӗнӗлӗх пӗлме май парать. Ăста учитель тивӗçлӗ канура пулсассăн та, хăй вӗрентсе кăларнă ачисемпе çыхăну кӗперне татмасть. Вӗсемшӗн пăшăрханать те, хӗпӗртет те…
Валерий Александрович пултаруллă учитель, тимлӗ мăшăр, ырă кăмăллă атте те. Канмалли кунсене куç пек кӗтет вăл. Хăйӗн чун тӗпренчӗкӗсене курас шанчăкпа пурăнать. Хусан хули çывăхах мар пулин те, ачисем ашшӗпе амăшне тунсăхлама памаççӗ, çуралнă кӗтесе тăтăшах килсе çӳреççӗ. Е телефонпа та пулин шăнкăравласа юратнă çыннисен халӗсене пӗлеççӗ. Пурте пуçтарăнсан çурт ăшă кулăпа, мăнукӗсен, хӗрӗн, ывăлӗпе кинӗн хаваслă сассисемпе тулать. Çуллахи каçсенче шăкăл-шăкăл калаçу шурăмпуç киличченех тăсăлать. Пӗр-пӗрин пăшăрханăвне, савăнăçне те пӗрле сӳтсе яваççӗ.
Нина Шадрикова пурнăçне ӗçпе ирттернӗ. Тӗрлӗ çӗрте вăй хунă, тăрăшнă, яланах ырăпа палăрнă. Ăна яваплă ӗçсем шанса панă, тивӗçне тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланă. Пӗтӗмӗшле ӗç стажӗ 46 çул шутланать.
Хальхи вăхăтра Нина Федоровна ялти шкулта лаборантка пулса ӗçлет, 26 çул вăй хурать. Ӗçтешӗсем хушшинче те хăйӗн уçă кăмăлӗпе, тăрăшулăхӗпе, тирпейлӗхӗпе палăрать.
– Пурнăçа лайăх пурăнтăмăр, çуртра яланах юрату хуçаланнă. Чашăк-тирӗк шăкăртатмасăр пулмасть, паллах. Анчах та туслă пурнăçăн вăрттăнлăхӗ – пӗр-пӗрне савма пӗлнинче. Чăннипех юратсан  ăмсанмастăн, вӗчӗхместӗн, чӗрре кӗместӗн. Юратакан çын яланах каçарать, нумай çитменлӗхе курмăш пулать. Пурăннă кун-çулăмăрта пӗр-пӗрне ăнланни йывăрлăхсене çӗнтерме пулăшнă, нумай инкеке тытса чарнă, – тет кил хуçи хӗрарăмӗ.
Ачисене тӗрӗс воспитани панă, пурнăç юлташне тӗрек парса пурăннă Нина Федоровна чи ырă тӗслӗх пек палăрса тăрать. Унăн ырми-канми ӗçӗ, хурçă пек çирӗп кăмăл-туйăмӗ сӳнми çутă çăлтăр пек çутатса тăрать.
«Çынра йăлтах илемлӗ пулмалла: чунӗ те, шухăшӗ те, тумӗ те, сăнӗ те», – тенӗ вырăссен паллă çыравçи А.П.Чехов. Шадриковсен хисеплӗ кун-çулӗ çак сăмахсене çирӗплетет те. (Наталия КЛЕМЕНТЬЕВА. «Тăван ен» хаçат редакцийӗн сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: