Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУСЛĂХ КĔПЕРĔ ХЫВĂНЧĔ

Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинчи историпе илемĕш музей комплексĕнче чăваш тĕррин кунне халалланă семинар иртрĕ. Унта Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем тата Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен Ассоциацийĕн ертӳçи Геронтий Никифоров, ваттисен Канашĕн председателĕ Василий Федотов хутшăнчĕç.

Семинара пухăнисене «Сударушка» фольклор ансамблĕ (ертсе пыракан – Елена Лаврентьева) юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Вĕрентекенсем ансамбль шăрантаракан хаваслă юрă-кĕвве кăмăлласа йышăнчĕç,  «Илемлĕ, илемлĕ...» юрра вара карталанса тăрса пĕрле юрларĕç.

Пĕлĕве ӳстермелли семинара Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкар хулин вырăнти уйрăмĕн ертӳçи, радио корреспонденчĕ Елена Лаврентьева  уçрĕ, вăлах ăна ертсе пычĕ. Вĕрентекенсене музей директорĕ Дмитрий Спрыжков çывхарса килекен чăваш тĕррин тата Анне кунĕсемпе ăшшăн саламларĕ, музейпе паллашма ыр сунчĕ.

Семинарăн пĕрремĕш тапхăрĕнче 8-мĕш шкулăн 6-мĕш класĕнче вĕренекен çамрăк тĕрĕçĕ Антон Лаврентьев чăваш чĕлхи вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕ. Тĕрĕ тĕрлени тимлĕ те çивĕч туйăмлă пулма, сăнама, илеме хаклама, шухăшлава аталантарма пулăшни çинчен каласа панă хыçăн хăй тĕрленĕ пĕчĕк тутăрсемпе, салфеткăсемпе, çивиттисемпе, хĕрарăм капăрлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Пысăках мар тăхтав хыççăн вăл ăста урокĕ ирттерчĕ. Ăста урокĕнче Антон хут çинче ӳкернĕ галстукпа масмак тĕррисене тĕрлĕ сăрăпа сăрласа илемлетме вĕрентрĕ.

Семинарăн иккĕмĕш тапхăрĕнче музей комплексĕн историпе археологи пай пуçлăхĕ  Анастасия Градова экскурси ирттерчĕ. Вăл музей залĕсенчи япаласемпе туллин паллаштарчĕ, экспонатсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Музейĕн конференци залĕнче «çавра сĕтел» иртрĕ. Унта чăваш тĕрри – халăх пуянлăхĕ пулнине, музейра упранакан тăван ен тăрăхĕнче тупнă истори япалисемпе паллашни нумай çĕннине пĕлме пулăшнине палăртрĕç.

Çĕн Шупашкар хулин чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи Алевтина Такина шкулпа музей тата библиотека пĕрле тухăçлă ĕçлени ачасен пĕлĕвĕпе ăс-хакăлне ӳстерме пысăк пулăшу панине палăртрĕ.

Тĕп пĕтĕмлетӳре Елена Леонидовна икĕ хулан чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем хушшинче туслăх кĕперĕ хывăннине, кĕпере тытса тăракан «свайĕ» çирĕп пулма ырлăхлă-сывлăхлă, тăван чĕлхе тавра пĕрле пулма ыр сунчĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ, чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен Ассоциацийĕн ертӳçи

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев