Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Туслӑх Ҫурчӗ тутарла юрлакан африканецпа тӗлӗнтерет

Нумай нациллӗ вырсарникун ачасем шкулӗнче 19 нацин чӗлхипе культурине вӗренеҫҫӗ, ҫав шутра чӑвашла та. 

 Эрнекун, январӗн 29-мӗшӗнче Хусанти Туслӑх Ҫурчӗн концерт залӗнче Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ уяв концерчӗ иртрӗ. Ӑна ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ, Тутарстанри халӑхсен Ассамблеин ертӳҫи Фарид Мухаметшин уҫрӗ.

Парламент пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутарстан халӑхӗсен Ассамблеи республика Правительствине Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне содержанипе тултарасси пирки хӑйӗн сӗнӗвӗсене пани ҫинчен каларӗ. Ун сӑмахӗсемпе Президент сӗннӗ мероприятисене пурнӑҫа кӗртмелли программа хатӗрленӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме кӑҫал 246 млн тенкӗ тӑкаклӗҫ.

Патшалӑх Канашӗн Председателӗ палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи Тутарстан – тӗрлӗ нацисемпе религи конфессийӗсем мирлӗ пурӑннин ӗмӗрхи йӑласемлӗ регион. Ҫакӑнта эпир хамӑрӑн вӑя тата конкурентлӑ хӑвата куратпӑр", – тесе палӑртрӗ вӑл.

Тӑван чӗлхесене упрассинче вӗрентӳ программисем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тутарстанра паян Вырӑс чӗлхипе вӗрентекен 871 шкул, тутар чӗлхине вӗрентекен 871 шкул, чӑваш чӗлхине вӗрентекен 88 шкул, Удмурти чӗлхине вӗрентекен 24 шкул, мари чӗлхине вӗрентекен 16 шкул, Мордва чӗлхине вӗрентекен 3 шкул, иврит вӗрентекен пӗр шкул ӗҫлет. Нумай нациллӗ вырсарникун ачасем шкулӗнче 19 нацин чӗлхипе культурине вӗренеҫҫӗ, ҫав шутра чӑвашла та. 

Уяв концертӗнче эпир вӗсен пултарулӑхне курса савӑнма пултартӑмӑр. Ачасем сӑвӑ та каларӗҫ , юрласа ташларӗҫ те. Аслисем чӑваш ташши кӑтартрӗҫ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев