Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 Туслӑх ҫуртӗнче ТР ЧНКА Председателӗн ҫумӗсем канашларӗҫ

Малтан пухура ТР ЧНКА отчетпа суйлав Конференцийӗн пӗтӗмлетӗвӗсене сӳтсе яврӗҫ, общество организацине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Хисеп Грамоти парса чысланине ырларӗҫ. 

Дмитрий Самаренкинӑн ҫумӗсем Константин Малышев, Владимир Иванов, Ирина Трифонова, Артем Носков, Светлана Садыкова тата Туслӑх Ҫуртӗнчи Вырсарни шкулӗн чӑваш уйрӑмӗн вӗрентекенӗ Сильвия Чаркина. Ҫывӑх вӑхӑтра иртекен мероприятисене сӳтсе яврӗҫ. 

Малтан пухура ТР ЧНКА отчетпа суйлав Конференцийӗн пӗтӗмлетӗвӗсене сӳтсе яврӗҫ, общество организацине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Хисеп Грамоти парса чысланине ырларӗҫ. 

Кӗскен ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫ планӗ ҫинчен.

Мартӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 15-мӗшӗччен "Юрла чӑвашла" конкурсӑн заявкисене йышӑнас тапхӑр пырать.

Ҫав вӑхӑтрах "Тутарстанри чӑваш ялӗсем" кӗнекене пичете хатӗрлес ӗҫ малалла тӑсӑлать. 

Мартӑн 27-мӗшӗнче Хусанта Чӑваш халӑх ҫыравҫипе Юхма Мишшипе вулакансем тӗлпулӗҫ. 

Мартӑн 28-мӗшӗнче Туслӑх Ҫуртӗнче Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров концерчӗ пулӗ. 

Апрель уйӑхӗнче республикӑри "Чӑваш пики" конкурс пулмалла. Хальхи вӑхӑтра хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. 

 Апрель вӗҫӗнче "Юрла чӑвашла" конкурса та пӗтӗмлетмелли вӑхӑт ҫитет. 

Тӑван чӗлхесен ҫулталӑкӗнче общество ӗҫсем нумай. Кашнине тӗплӗн хатӗрлесе ирттермелле. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев