Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутар блогерӗсем чире ҫӗнтерме пулӑшасшӑн

Айккинчен пӑхсан ку йӳнӗ пиара аса илтерет. Унсӑрӑн мӗн тума вӗсем ялав тытса пульница умӗнче ӳкерӗнмелле? Мекен чапа тухасшӑн.

Ӗнер Diamond Princess лайнертан эвакуацилесе Хусанти инфекци пульницине вырнаҫтарнӑ 8 Раҫҫей гражданӗ валли тутар блогерӗсем кучченеҫсем леҫнӗ.

Пациентсем патне кӗртмеҫҫӗ пулин те паллӑ блогерсен парнисене, часрах тухма суннӑ открыткисене ятарлӑ боксра выртакансем патне ҫитерме шантарнӑ пульницара. Ҫак пациентсенчен виҫҫӗшне коронавирусӑн ҫӑмӑл форми ернӗ пулнӑ иккен. Вӗсене блогерсем ҫырура часрах сывалма суннӑ.
Интернетри паллӑ ҫынсем Республикӑри клиника инфекци пульницин йышӑну покойне чак-чак, пыл, Тутарстан ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем, наци костюмӗллӗ пуканесем, открыткӑсем илсе пынӑ. Ҫак парнесем ытти хуласенче пурӑнакан пациентсене пирӗн республикӑпа тутар культурине лайӑхрах пӗлме пулӑшӗҫ тесе шутлаҫҫӗ блогерсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев