Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутар юлташӗсем патне час-час Алексей Талвир хăнана килсе çӳренӗ

«Татмедиа» акционерсен обществине кӗрекен хаçат-журнал редакцийӗсем тахçанах пӗр çемьери пек пурăнаççӗ. Пурин те пӗр тӗллев, пӗр ӗç: республикăра пурăнакансене кирлӗ те усăллă информаципе тивӗçтересси. Паллах, ӗçсӗр пуçне журналистсен харпăр пурнăçӗ те пур, ыттисенни пекех. Тӗлӗнмелле те, анчах кану вăхăтӗнче те ӗçре пиçӗхнӗ журналистсем ахаль тăма пӗлмеççӗ. Куç тӗлне интересли пулсан фотоаппарат, диктофон туртса кăлараççӗ те ӳкерме, çырма тытăнаççӗ.

Нумай пулмасть редакцисен тӗп редакторӗсем Хусан çумӗнчи Акăш кӳлли таврашӗнчи вăрмана кайса килчӗç. Кунта тутар поэчӗсемпе писателӗсен дачисем вырнаçнă иккен. Унта «Лебяжье» кану базинчен иртсе вăрман ăшне пӗр çухрăм ытларах каймалла. Тутарсен творчествăлла интеллигенцийӗн дачисем çын куçӗнчен аякра пытаннă. Вырăнӗ хитре кунта. Пире унта «ТАТМЕДИА» генеральнăй директорӗн канашçи Равиль Файзуллин кӗтсе илчӗ. Ăна чăваш писателӗсен çывăх тусӗ теме пулать. Равиль Абдрахманович 1943 çулхи августăн 4-мӗшӗнче Рыбно-Слободски районӗнчи Юлсубино ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хусан университетӗнчи филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Пӗлӳ илнӗ хыççăн «Яшь Ленинчы», «Ялкын», «Казан утлары» журналсенче ӗçленӗ, нумай кӗнекесен авторӗ.
Дачăсен территорийӗпе экскурси ирттерсе вăл пире хăш çуртра иртнӗ ӗмӗрте, халӗ кам пурăннине тӗплӗн каласа пачӗ. Çакăнта хăйсен хайлавӗсене паллă тутар çыравçисем – Хасан Туфан, Шариф Мударис, Заки Нури, Рустем Кутуй, Мария Елизарова, Рафаэль Мустафин тата ыттисем, пурӗ 33 поэтпа писатель, çырнă. Çавсен хушшинче пӗр чăваш çыравçи те пур. Тутар юлташӗсем патне час-час Алексей Талвир хăнана килсе пурăнса кайнă. Çакăнта вăл хăйӗн хăш-пӗр хайлавӗсене калăпланă.
Порфирий Афанасьевпа Юрий Сементер те хăнана час-час килсе çӳренӗ.
– Порфирийпе Юрий ман патра та хăнара пулнă. Шел, халӗ вӗсем пит тухса çӳремеççӗ, нумайранпа кунта пулман, – терӗ Равиль Абдрахманович.
Вырăнӗ чăн та хитре кунта, творчество валли шăпах юрăхлă. Историлле пулăмсене çитес ăру валли хăварас тӗллевпе тутарсен творчествăлла интеллигенцийӗ дачăн тӗп аллейинче мемориал палăкне уçнă. Вăл икӗ пайран тăрать. Сулахайри енне кунта ӗçлесе пурăннă çыравçăсен, сылтăммине чаплă хăнасен ячӗсене кӗртнӗ. Çавсен хушшине чăвашсен паллă поэчӗсемпе писателӗсене те кӗртни чуна ăшăтать.

Ирина ГОРДЕЕВА.
С.Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев