Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта иртнӗ эрнекун чăваш блогерӗсем тутар ӗçтешӗсемпе тӗл пулчӗç

Çӗнӗ самана çӗнӗ профессисем çуратать, вӗсенчен пӗри – блогинг. Вулакансен аудиторине ӳстерес тӗлӗшпе интернетра тăтăшах мӗн çинчен те пулин (ытларах хăйсен пурнăçӗпе çыхăннă пулăмсем çинчен) çырса контент йӗркелекенсене блогерсем теççӗ. Вӗсем чăвашсен хушшинче те пурри питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ.

Тӗлпулăва «Ялкын» журнал пуçарăвӗпе «Татмедиа» агентствăра йӗркелерӗç. Çак журнал ӗçченӗсем ытларах интернет урлă вулакансене пуçтараççӗ, мӗншӗн тесен «Çамрăк ăру хаçат-журнал вуламасть» текен стереотип пирӗн пуçсенче тӗпленнӗçем тӗпленсе пырать. Çапах тутар блогерӗсемпе пӗрле чăвашсем те сахал мар аудитори пухни пирӗн халăх вулама чарăнманни çинчен уçăмлăн калать. Вăл интеренета вулама куçнă. Ăна ытларах чăвашла хыпарсемпе, кăсăклантаракан темăсемпе, кулăшпа тивӗçтерсен – эпир чӗлхене малашне упраса хăвараятпăр тесе шутлас килет. 
Паллă пичет ӗçченӗсен хушшинче ку ятсене сахал илтетӗн, çапах та Алексей Александров, Ксения Романова, Константин Доброхотов, Анастасия Сайкова, Ксения Кошелева интернетра чăвашла çырса тата калаçса сахал мар аудитори пухнă. Социаллă сетьсенче вӗсен ячӗсем урăхла, паллах, çапах вӗсем паян обществăлла шухăша йӗркелекенсем пулса тăраççӗ. Мӗншӗн тесен, йăлари пичет кăларăмӗсемпе, телевидени-радиопа танлаштарсан, вӗсен хыпарӗсенче официоз çук. Çакă, тен, илӗртет те пулӗ ытларах çынна Телеграммра е ытти çӗрте «Эльтиярчикпа» «Чăваш пикине», «Чувишенкăпа» «Ан та калана» çырăнма.    
Доброхотов та, Фарида юрăç та энтузиастсем. Çак ӗçпе вӗсем пушă вăхăтра аппаланаççӗ, чăвашла вулав, курав пултăр тесе, чăвашсем хăйсен чӗлхипе шухăшлаччăр тесе тăрăшаççӗ. 
Тутарсемпе танлаштарсан, Чăваш Республики хăйсен чӗлхине аталантаракан блогерсене хальлӗхе шута илмест пулмалла. «Татмедиа» агентствăра часах тӗрлӗ чӗлхеллӗ блогерсен шкулне уçма хатӗрленеççӗ. Агенствăн генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков палăртнă тăрăх, Чăваш Республики Тутарстана географи тӗлӗшӗнчен те, генетика тӗлӗшӗнчен те çывăх: «Хăçан-тăр эпир пӗр халăх пулнă, унтан уйрăлса кайнă, анчах та пирӗн пӗр генетика кочӗ. Пирӗн пӗр-пӗринпе хутшăнмалла. Тутарстанра 1 миллиона яхăн чăваш пурăнать теççӗ. Халăхра шӳтлекенсем те пур: тутара кăшт тăрмаласан, унтан чăваш тухать», – терӗ ертӳçӗ хăнасене саламланă май. 
Чăваш блогерӗсем чăнах та пултаруллă, кашнийӗ çынсене хăйевӗрлӗхӗпе илӗртет: пӗри илемлӗ видеопа, тепри хăй тунă ӳкерчӗкпе, виççӗмӗшӗ ăслă шухăшпа, тăваттăмӗшӗ сăвăсем çырса. Чăваш тумӗ тăхăнса янкăлтатакансем те, намăссăр сăмах каласа «чапа тухакансем» те пур интернетра, телее вӗсем ку тӗлпулура çукчӗ. Ан пулччӗр те. 
Шупашкарта мар, Хусанта пӗрремӗш тӗлпулу йӗркеленӗ чăваш блогерӗсем тутар тусӗсемпе тӗл пулса пӗр-пӗрин ӗçӗпе паллашнă хыççăн, «Сувар» хаçат ӗçченӗсемпе темӗнччен калаçрӗç. Вӗсем хăйсен пӗрлешӗвне йӗркелеме, пӗр-пӗрне пулăшма, тăтăшах тӗлпулма калаçса татăлчӗç. Çак хастар çамрăксен куçӗсем çунса тăни ман чунра пуласлăх пирки черчен шанчăк çуратать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев