Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан ачисем виççĕмĕш вырăнта

2022-2023 вӗренӳ ҫулӗнче Тутарстанри 251 шкул ачи Пӗтӗм Раҫҫейри вĕренекенсен олимпиадин ҫӗнтерӳҫи е призерĕ пулса тăнă. Республика команди Мускавпа Мускав облаҫӗ хыҫҫӑн пĕлтерхи пекех виҫҫӗмӗш вырӑна тивĕçнĕ. Кун пирки пресс-конференцире ТР вӗрентӳпе наука министрӗн ҫумӗ Минзалия Закирова пӗлтернӗ.

«Паян республикӑра ачасен пултарулӑхне уçма пĕтĕм  услови пур, кашни ачана вĕренÿре тимлĕх  уйăраççĕ, вĕсене  аталантарас енĕпе нумай ӗҫлеҫҫӗ», – терӗ Минзалия Закирова.

Тутарстан Республикин ертÿçисем те  пулӑшнине асӑнчӗ ТР вӗрентӳпе наука министрӗн ҫумӗ, вĕсем олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене  укçа парса  хавхалантараççĕ. Республика  шайӗнчи олимпиадăсен ҫӗнтерӳçисене  10-шар пин тенкӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин ҫӗнтерӳҫисене  –   200 пин тенкӗ,  призерӗсене –  100 пин тенкӗ параçҫӗ. Вĕсене олимпиадăна хатĕрлене вӗрентекенсем  те премисĕр юлмаҫҫӗ.

Олимпиадăна хутшăннă ачасем хушшинче  Хусанти 131-мӗш номерлӗ лицейран вӗренсе тухнӑ Никита Перова палӑртмалла. Никита 2022-2023 вӗренӳ ҫулӗнче химипе Пӗтӗм Раҫҫейри вĕренекенсен олимпиадин ҫӗнтерӳҫи, 2023 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери Менделеев олимпиадин ылтӑн медалисчӗ тата Пӗтӗм тӗнчери 55-мӗш хими олимпиадин ылтӑн медалисчӗ пулса тӑнă.

«Никита  Хусанти федераллӑ университетра малалла вӗренме юлни уйрӑмах мӑнаҫлантарать», – хушса хучӗ Минзалия  Загриевна.

Унсӑр пуҫне Хусан хулинчи 2 № лицей-интернатра вӗренекен Гимран Абдуллин тата Хусанти федераллӑ университетӑн Лобачевский  ячӗллӗ лицейран вӗренсе тухнӑ Валерий Родионов Сингапурта информатика енӗпе иртекен  Пӗтӗм тӗнчери олимпиадӑна хутшӑнӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: олимпиада