Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан аграрийӗсем хир ӗҫӗсене тума пуҫланӑ

Азнакай тата Ютазы районӗсем чи пирвайхи хире тухакансем пулчӗҫ. Унта кӑҫал юр сахалтарах ҫунӑ пулмалла

«Таллы Буляк» СХПК 160 гектар ҫинчи ыраш уҫӑмне апатлантарма пуҫланӑ. Пурӗ Азнакай районӗнче пӗлтӗр 22 пин гектар ҫинче уҫӑм культурисене акса хӑварнӑ. Нумай ҫул ӳсекен курӑксене 17 пин гектар ҫинче апатлантармалла.

Ютазӑсем 200 гектарлӑ уҫӑм хирне удобрени кӗртеҫҫӗ. Республикӑра ҫак ӗҫсене 552,5 пин гектар ҫинче тумалла.
Хӗл иртсен ӳсен-тӑран вӑйсӑр, тымар сийӗнчен азот ҫӑвӑнса тухать, ҫавӑнпа та ир апатлантпрни уҫӑмсемшӗн питӗ усӑллӑ. Ку вӑхӑтра тӑпрара нӳрӗк ытлашшипех, ҫавӑнпа удобренисем те хӑвӑртрах ирӗлеҫҫӗ. Пӗр гектар пуҫне 100 кг амиак селитри каять.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев