Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Борис Кузнецовпа уйрӑлчӗ

Вӑл фронта 17-ре чухне кайнӑ, Украинӑна, Молдавине, Польшӑна, Чехословакине ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Берлина штурмланӑ

 

Борис Кузнецов нихӑҫан та принципӗсене улӑштарман, хӑйӗнче пурнӑҫа юратассине, ырлӑха, пархатарлӑха упраса хӑварнӑ. Ҫак сӑмахсене РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров легендарлӑ ҫын вилнипе хурланса янӑ телеграммӑра ҫырнӑ.
"Борис Кириллович пурнӑҫран уйрӑлни пиншер Раҫҫей салтакӗсемпе офицерӗсемшӗн, пирӗн ҫӗршыв гражданӗсен темиҫе ӑрӑвӗшӗн хурлӑхлӑ ҫухату. Сирӗн мӑшӑрӑн, аҫӑрӑн, аслаҫӑрӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ – пирӗншӗн тӗслӗх", – тесе палӑртнӑ Комаров.
РФ Президенчӗн полпречӗ Борис Кузнецов 18-та чухнех Днепр ҫинчи ҫапӑҫусенче паттӑрлӑх кӑтартнине аса илтернӗ. Вӑл икӗ хутчен аманнӑ пулсан та, боецсене атакӑна ҫӗкленӗ, ҫыхӑну йӗркеленӗ, тӑшмана тӗп тунӑ.
Тутарстанра паян Совет Союзӗн Паттӑрӗпе Борис Кузнецовпа сывпуллашрӗҫ. Вӑл фронта 17-ре чухне кайнӑ, Украинӑна, Молдавине, Польшӑна, Чехословакине ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Берлина штурмланӑ.
1945 ҫулта Кузнецов ҫӗршывӑн ытти паттӑрӗсемпе пӗрле Хӗрлӗ лапамри Ҫӗнтерӳ Парадӗнче маршпа иртнӗ.

Ксения Романова сӑнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев