Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан çамрăкӗсем хăйсен проекчӗсене ӗçе кӗртме çур миллион тенкӗ илме пултараççӗ

Хусанти «Идея» технопарк республика çамрăкӗсене «Умник» программăра хутшăнма йыхравлать. Çак конкурса программăра маларах çӗнтермен 18-30 çулхи Раççей гражданӗсем хутшăнма пултараççӗ. Заявкăсене октябрӗн 19-мӗшӗччен йышăнаççӗ.

Конкурса çамрăк инноваторсене, пуçлакан ученăйсене тӗрев парас тесе йӗркеленӗ. Çӗнтерекенсене 500 000 тенкӗлӗх грант парăнать. Укçасене тавăрса памалла мар.
Наукăпа тӗрчев ӗçӗсен конкурсне хутшăнакансене «Идея» технопарк консультативлă пулăшу кӳрет, заявка тултарма пулăшать, проектсене ăнăçлă хатӗрлеме тӗрев парса семинарсем ирттерет.
Программăн направленийӗсем: цифра технологийӗсем, медицина тата сывлăха упрас технологисем, çӗнӗ материалсемпе хими технологийӗсем, çӗнӗ хатӗрсем, интеллект тата производство технологийӗсем, биотехнологийӗсем, ресурс перекетлекен энергетика.
Конкурс çинчен тӗплӗнрех https://umnik.fasie.ru/kazan сайтра паллашма пулать.
2020 çулта тӗрлӗ конкурссенче республикăри усламçăсем тата çамрăк тӗпчевçӗсем Инновацисене тӗрев парас фондран грант пек пурӗ 700 миллион ытла тенкӗ илнӗ.

Ыйтусем пулсан «Идея» технопарка шăнкăравлама 570-68-50 (93-41) е электронлă почта адресӗпе tunakova@tpidea.ru çырса яма пулать.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев